Хула кунĕнче
13 Aug, 2015 | Хула

Тĕп хула хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвиччен шутлă кунсем юлчĕç. Кăçалхи уяв программи анлă пулнине палăртмалла. Республикăна "Вĕршĕнсем" килессине иртнĕ номерте çырнăччĕ. Хула кунĕ тата мĕнпе тĕлĕнтерĕ?

Августăн 16-мĕшĕнче тĕп хулари "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче "Телейлĕ сывлăш хăмпи" акци пĕрремĕш хут иртĕ. Аслисемпе ачасем гели тултарнă хăмпăсемпе сывлăша хăпарĕç. Уяв программи республикăра пурăнакансем валли тепĕр парне хатĕрлет: спортăн шыв тĕсĕсен фестивалĕ пулĕ. Хула администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, мероприятисем Атăл хĕрринче тата заливра иртĕç. Унсăр пуçне программăра: аçтаха-кимĕпе, парăслă регатăпа ярăнма, аквабайк-шоупа киленме май пулĕ.