Новости по теме

6 Çурла, 2015

Шупашкар çĕршыв чемпионĕсене саламларĕ

Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетика енĕпе августăн 3-5-мĕшĕсенче иртнĕ Раççей чемпионачĕн юлашки кунĕсем уйрăмах кăсăклă пулчĕç: хĕрÿ тупăшусемпе çивĕч финалсем, пысăк çитĕнÿсемпе кĕтменлĕхсем. Кашни ăмăртура чи пултаруллисемпе чи хастаррисем вăй виçрĕç.

6 Çурла, 2015

Тырра вырса кушăхтармаççĕ. Мĕншĕн?

Ял хуçалăхĕнче çак уйăхра ĕç нумай. Пурне те пĕр вăхăтра туса ĕлкĕрмелле. Хĕл хырăмĕ пысăк теççĕ. Çакна асра тытса выльăх валли апат ытлă-çитлĕ хатĕрлемелле, çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса кĕрхисене акса хăвармалла. Вырма пĕр самантлăха та канăç памасть. Пĕтĕм вăя илет.

6 Çурла, 2015

Фермерăн - çĕнĕ комбайн!

Августăн 4-мĕшĕ тĕлне Хĕрлĕ Чутай районĕнче тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 550 га çинчен 1055 т пухса кĕртнĕ. Тухăç кашни гектартан 19,1 ц. Пурĕ пилĕк комбайн тырă вырса тĕшĕлет. Пĕр ĕç кунĕнче кашнине вăтамран 14,3 га тивнĕ. Иккĕшĕ - «Нива» кооперативра. Йĕтем çинче 320 тонна тырă пуçтарăннă.

6 Çурла, 2015

Хирте - тĕттĕмленичченех

ЧР вице-премьерĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов Вăрмар, Тăвай районĕсенчи аграрисене канăç паман ыйтăвĕсене тишкернĕ. Вăрмар тăрăхĕнче вырмана 22 комбайн хутшăнать, кунсерен вăтамран 260 гектар çинчи тырпула вырса пуçтарать. Вĕсен харсăр "капитанĕсем" каç пуличченех ĕçлеççĕ.

6 Çурла, 2015

Хĕр илме - фурăсемпе

Чăваш Енре кунашкал туй хальччен пулман

Юлашки вăхăтра пĕр-пĕрне савса пĕрлешекенсем пурнăçĕнчи чи телейлĕ кунĕсенчен пĕрне ĕмĕр асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ. Халăха тĕлĕнтерни çеç мар, ачасене, мăнуксене каласа памалли те пулĕ-çке. Василий Никитинпа Галина Васильева та çак куна интереслĕ ирттерме шухăшланă. Туй машинисен хушшинче çăмăллисем çеç мар, йывăр тиевлисем те пулнă.

6 Çурла, 2015

Аргентинăна парăнтарнă

Нумаях пулмасть Аргентинăра "Тĕнчене пĕрлештеретпĕр" проектпа килĕшÿллĕн ишевçĕсен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ иртнĕ. Унта 21 çĕршыври 60 спортсмен хутшăннă. Пирĕн çĕршыв чысне хÿтĕленĕ 9 çын йышĕнче Чăваш Ен пики Татьяна Александрова пулнă.

6 Çурла, 2015

Бизон мăйракине тупнă

Республикăри пĕр предприятире ĕçлекенсем тиенĕ машинăна пушатнă чухне тĕлĕнмелле япала тупнă. Ăна Константин Корочков рабочи пĕрремĕш асăрханă.

Çак вырăна Чăваш наци музейĕнче тăрăшакан Александр Волков, Татьяна Давыдова тата Валерий Бардасов çитнĕ. Археологипе ĕлĕкхи истори секторĕн ертÿçи Александр Волков палăртнă тăрăх, рабочисем 10 пин çул каялла пурăннă бизон мăйракине тупнă. Халĕ вăл Чăваш наци музейĕнче упранать.

6 Çурла, 2015

4 пин ытла миллионер

2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен Раççейри 94207 çын хăйсен тупăшне палăртнă. Çапла 2014 çулта ĕçлесе илнĕ укçа миллион тенкĕрен иртнине 4418 пин çын кăтартнă.

Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, 4276 çын 1 миллионран пуçласа 10 миллион тенкĕ таран тупăш тунă. Ку хисеп, 2013 çулхипе танлаштарсан, 21,4% нумайрах. Республикăра пурăнакан 116 çыннăн тупăшĕ - 10 миллион тенкĕрен пуçласа 100 миллион тенкĕ таран. 23 çын 500 миллион тенке яхăн ĕçлесе илнĕ. Виççĕшĕн тупăшĕ вара 500 миллион тенкĕрен те ытларах.

6 Çурла, 2015

Раççей рекорчĕсен кĕнекине кĕнĕ

Тĕп хулара пурăнакан Евгений Григорьев пирĕн çĕршыври чи пĕчĕк Рубик кубикне тунă. Халĕ унăн ятне Раççей рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ.

32 çулти программист чи пĕчĕк Рубик кубикне лазер пулăшнипе ăсталанă. Унăн сарлакăшĕ - 1 сантиметр. Унччен пысăкрах çак пуçватмăша 1 минутра парăнтарма пултарнăскер хăй ăсталанине 3 минутра пуçтарать. Евгенийĕн тепĕр ĕмĕт пур: вăл тата пĕчĕкрех Рубик кубикне шухăшласа кăларасшăн.

Pages