Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен ертÿçисем ЧР Культура министрĕпе тата ЧНК Президенчĕпе ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç

12 Çурла, 2015

Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен "Тăван" ассоциаци президенчĕ Ираида Маслова тата Сургут хулинчи чăвашсен "Туслăх" наципе культура центрĕн ертÿçи Татьяна Кузьмина Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕпе Вадим Ефимовпа тата ЧНК Президенчĕпе Николай Угасловпа ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç.

Ираида Масловăпа Татьяна Кузьмина çамрăк пулсан та -Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсем йышĕнче хисеплĕ, ĕç тума пултаракан ертÿçĕсем.

Вĕсем Вадим Петрович министра кĕскен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, малашнехи тĕллевсене уçса пачĕç. Тюмень тăрăхĕнче пурĕ вăтăр пине яхăн чăваш пурăнать. Ытти халăхсем йышĕнче шучĕпе вĕсем саккăрмĕш вырăнта, Сургут хулинче вара улттăмĕш вырăн йышăнаççĕ.

Асăннă тăрăхра çĕр вăтăр наци çынни пурăнать. Вĕсенчен хăрĕхĕшĕ хăйсен наципе культурата автономийĕсене йĕркеленĕ. Чăвашсен "Тăван" ассоциацийĕ чи лайăххисен шутĕнче. Тюмень чăвашĕсем хăйсен ĕçне çамрăксене явăçтарма тăрăшни, вĕсемпе ĕçлеме этнокультура компоненчĕсене усă курни паха. Кунта пиллĕк вырсарни шкулĕ ĕçлет. Унсăр пуçне чăваш культурипе йăли-йĕркине тĕпчес тĕллевпе тĕрлĕ экспедици йĕркелеме укçа-тенке шелемеççĕ. Ку енĕпе Тюмень облаçĕн администрацийĕн наци ĕçĕсемпе ĕçлекен комитетăн тÿпи пысăк.

Хăш - пĕр регионсенче чăваш наципе культура автономийĕсем пайланса кайнă пулсан, Тюмень тăрăхĕнче вара Уралпа Çĕпĕр чăвашĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Владимир Логинов тăрăшнине пула пур хулапа ялти автономисем те "Тăван" ассоциаци йĕри-тавра пĕрлешнĕ.

Ираида Маслова ЧР Культура министрне Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен "Тăван" ассоциацийĕ йĕркеленнĕренпе 2016-мĕш çулта чĕрĕк ĕмĕр çитнĕ ятпа пĕтĕм Раççей шайĕнче тĕрлĕ ĕç-пуç ирттересси çинчен хыпарларĕ, ку енĕпе вĕсене ирттерме пулăшу ыйтрĕ.

Вадим Петрович Ефимов инçетрен килнĕ хăнасене тĕл пулма май тупнăшăн чунтан тав турĕ, Чăваш Ен ертÿçисем хамăр ентешсене яланах май килнĕ таран пулăшма хатĕррине каларĕ.

"Эсир тăвакан ĕç вăл - пархатарлă ĕç..Хăть те ăçта пурăнсан та, эсир Чăваш Республикин представителĕсем. Хăвăра ытти халăх ывăл-хĕрĕ хушшинче лайăх енĕпе кăтартни, чăваш ятне яманни пирĕн республика ертÿçисен чыс-хисепне те ÿстерет",- терĕ Вадим Ефимов.

ЧНК Президенчĕпе Николай Федорович Угасловпа та Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлешĕвĕн ертÿçисен кăмăллă, ĕçлĕ калаçу иртрĕ. Вĕсем пĕрле тумалли ĕçсене палăртрĕç. Николай Угаслов хăнасене тĕл пулушăн тав турĕ. Чăваш культурипе йăли-йĕрки урлă тăван чĕлхене сыхласа хăварса аталантарас ĕçре малашне те çапла тĕрĕс те ăнăçлă тăрăшма сунчĕ.

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

 

Рубрика: