Тĕрмерен тухнă хыççăн хваттер панă

13 Çурла, 2015

ЧР Прокуратури хушнипе Шупашкарти Ленин районĕн прокуратури 34-ри арçыннăн, çул çитмен чухне тăлăх ятне илтнĕскерĕн, ыйтăвне пăхса тухса тĕрĕслев ирттернĕ.

Палăртнă тăрăх, ача чухне вăл опекун патĕнче тата тăлăхсен çуртĕнче пурăннă: кунçул парнеленĕ хĕрарăма ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă, ашшĕ вилнĕ. Кун пек чухне те вĕсен хваттерĕ ачинех юлмалла та, анчах опекăпа попечительлĕх органĕ сăнаса çитерейменнине пула тăлăх кил-çуртсăр тăрса юлнă. Амăшĕ хваттере сутса янă, çамрăка черете вăхăтра тăратман.

Професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн çамрăк чылайлăха тĕрмене лекнĕ, унтан вăл 2013 çулта тухнă. Çулталăк вĕçĕнче район администрацине пырса тăлăхсен хваттер черетне тăратма ыйтнă. Анчах ăна хирĕçленĕ. Ленин районĕн прокурорĕ çамрăкăн правине хÿтĕлесе пĕлтĕр çулталăк пуçламăшĕнче суда тавăç тăратнă. Суд ăна туллинех тивĕçтернĕ. Кăçал июлĕн 22-мĕшĕнче ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр ÿснĕскере хăтлă хваттер парса савăнтарнă.

А.САВЕЛЬЕВА.

Рубрика: