Новости по теме

11 Çурла, 2015

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма пулăшмалла

Чăваш Енри усламçăсен мĕнле йывăрлăхсем пур? Влаç органĕсем вĕсене пулăшма пултараççĕ-и? Ку тата ытти ыйту тавра Республика пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев предпринимательсемпе тĕл пулса калаçрĕ.

Чăваш наци телевиденийĕ

11 Çурла, 2015

Иван Дмитриев куравĕ уçăлчĕ

«Манăн ĕçсем — тăван çĕршыва тав туни», _ тенĕ хăй вăхăтĕнче чăваш ÿнерçи Иван Дмитриев. Кăçал вăл çуралнăранпа 113 çул çитет. Хальхи искусство центрĕнче унăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ.

Чăваш наци телевиденийĕ

11 Çурла, 2015

Çырăнакансен йышне ÿстернĕшĕн - Диплом

"Хыпар" Издательство çурчĕ кăларса тăракан "Çамрăксен хаçачĕн", "Хресчен сасси" хаçатăн тата "Тăван Атăл" журналăн редакцийĕсене наградăларĕç

Раççейĕн тĕп хулинче Мускавра август уйăхĕн 6-мĕшĕнче пичет ĕçченĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ канашлу-семинар иртрĕ. Ун хыççăн "Аргументы и факты" Издательство çурчĕн пресс-центрĕнче çĕршыв тата регион шайĕнче тухса тăракан, 2015 çулăн иккĕмĕш çурри валли çырăнакансен шутне ÿстернĕ хаçатсемпе журналсен редакцийĕсене "Çырăнтару лидерĕ" конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн чысларĕç.

11 Çурла, 2015

Чăваш Енĕн паянхи Раççейри пĕлтерĕшĕ

2015 çул Михаил Игнатьевшăн хăйнеевĕр юбилей çулталăкĕ теме те юрать. Республикăна пилĕк çул ертсе пыни хăшпĕр пĕтĕмлетĕве тума хистет. Иртнĕ çулсене тишкернĕ май паянхи Чăваш Ен çĕршыв картти çинчен мĕнлерех курăнни пирки шухăша кайрăмăр. Паллах, сăмах шкулти пÿлĕмри ахаль географи картти çинчен мар. Раççей регионĕсен сăнарлă картти пирки калатăп: унта федерацин кашни субъекчĕ хăйĕн чиккисемпе мар, социаллă сферăпа экономика аталанăвĕн уйрăмлăхĕсемпе, хăйнеевĕр идейăсемпе тата çĕнĕлĕхсемпе палăрса тăрать - вĕсем регионти çынсен пурнăçне лайăхрах тума, региона хăйне малтисен шутне кăларма тивĕç. Çак ыйтăва хуравламашкăн эпир Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа калаçас терĕмĕр.

11 Çурла, 2015

Кĕрхи ĕçсем, çурт-йĕрпе тивĕçтересси, Хула кунĕ...

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев республикăн влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе ĕнер черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Кун йĕркинче виçĕ ыйту - кĕрхи ĕçсем, халăхăн социаллă ушкăнĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси тата Шупашкар хула кунне ирттерме хатĕрленесси - пулчĕ.

11 Çурла, 2015

Газеты ИД «Хыпар» - рекордсмены подписки на второе полугодие 2015

6 августа в Москве в пресс-центре издательского дома «Аргументы и факты» состоялась церемония награждения победителей конкурса АРПП «Лидер подписки» по итогам подписной кампании на второе полугодие 2015 года.

10 Çурла, 2015

Саламлатпăр!

Саламлатпăр!

Раççейĕн тĕп хулинче Мускавра август уйăхĕн 6-мĕшĕнче «Аргументы и факты» Издательство çурчĕн пресс-центрĕнче çĕршыв тата регион шайĕнче тухса тăракан, çырăнакансен шутне ÿстернĕ хаçатсемпе журналсен редакцийĕсене чысларĕç.

10 Çурла, 2015

Унăн пĕркенчĕкне Нарспи те тиркемĕччĕ

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Любовь Вазюковăн хăтлă хваттерĕнче картина галерейинчи пекех. Мĕн тĕрлĕ кăна тĕрĕ çук-ши кунта! Куç тата чун валли мĕн чухлĕ хĕпĕртев! Тĕрлекенсем пирĕн Чăвашра чылай. Нумайăшĕпе паллашма тÿр килнĕ мана. Вĕсем кашни хăйне май интереслĕ.

Pages