Новости по теме

7 Çурла, 2015

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл çинчен аса илеççĕ

Çурла уйăхĕнче Чăваш Ене Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килни православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пысăк уяв пулчĕ. Вăл Шупашкарти Пукравпа Татиана чиркĕвĕнче пулчĕ, Çвятуй Владимир кнеç ячĕпе лартнă собора çитсе кĕлĕ ирттерчĕ, Таса пурăнăçлă Сергий Радонежский ячĕллĕ чиркĕвĕн никĕсне сăвапларĕ. Çак пулăма республикăра пурăнакаснем паян та сÿтсе яваççĕ.
Чăваш наци телевиденийĕ

7 Çурла, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнас текен кандидатсене пĕлсе тăма!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăнма регистрациленнĕ кандидатсен суйлав умĕнхи агитаци материалĕсене "Хыпар" хаçатра тÿлевсĕр тата тÿлевлĕ майсемпе пичетлемешкĕн пичет лаптăкне 2015 çулхи августăн 11-мĕшĕнче 14 сехетре шăпа ярса /жеребьевка/ палăртаççĕ.

Шăпа ямалли вырăн: Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13 çурт, "Хыпар" хаçат редакцийĕ, 312 пÿлĕм.

7 Çурла, 2015

Вăхăта васкатмăпăр. Çапах...

Кăçалхи сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕ тăван республикăмăр историйĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе депутачĕсен суйлавĕпе палăрса юлĕ. Паллах, унăн «шăпи» паянах кăсăклантарать. Халăх шухăш-кăмăлне тĕпчесе пĕлекен институтсемпе центрсем вăл мĕнлерех пĕтĕмлетÿпе вĕçленессе халех пĕлме тăрăшаççĕ. «Социс» центр ĕçченĕсем, акă, июль уйăхĕнче телефонпа шăнкăравласа виçĕ пин ытларах суйлавçăна темиçе ыйту панă. Калаçма кăмăл тунисенчен ыйтса пĕлнисен статистика йăнăшĕ 2 процентран пысăках мар.

7 Çурла, 2015

Юлашки çулсенче çеç Çĕнĕ Шупашкара 5 млрд тенкĕ хывнă

Михаил Игнатьев юнкун спутник хулари шкулсен, ача сачĕсен, хушма пĕлÿ паракан учрежденисен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков вĕренÿпе çыхăннă ыйтусене çутатрĕ. "Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ача сачĕсене реструктуризацилерĕмĕр, - терĕ.

7 Çурла, 2015

Вăраха ямасăр татса парĕç

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Раççей Президенчĕн пирĕн республикăри йышăну пÿлĕмĕнче çынсене хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе йышăнчĕ. Пурнăç - пурнăçах, унта темĕн тĕрлĕ ыйту та сиксе тухать.

7 Çурла, 2015

Йывăр урапа вырăнтан хускалчĕ

2015 çултан пуçласа ял çĕрĕнчи халăх пурăнакан вырăнсенче хытă сийлĕ автомобиль çулĕсем тума пуçлаççĕ. Ку ĕçе урăх кая хăварма юрамасть. Ял халăхĕ лайăх пурăнма тивĕçлĕ тата вăл ку правăна ĕçлесе илнĕ. Пирĕн çав майсене туса памалла.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Федерацирен - çул валли

7 Çурла, 2015

Хăнасене тарават çурт

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чаккинчи Людмила Данькова мăшăрĕн çывăх çыннисенчен юлнă еткерлĕхе - авалхи ĕç хатĕрĕсене, йăла-йĕркепе çыхăннă япаласене, куллен-кун усă куракан савăт-сапана тата ыттине те - упраса хăварнă.

6 Çурла, 2015

Энтриелсен "Чĕкеçĕ" чăвашла "чĕвĕлтетет"

Августăн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Йĕпреç тăрăхĕнче пулчĕ. Малтанах Михаил Васильевич Энтриелĕнчи К.Е.Евлампьев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулпа паллашрĕ. Ăна кунта ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Йĕпреç район пуçлăхĕ Александр Яковлев, Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Чугаров, Энтриел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Алексеев, шкул директорĕ Андрей Треньков кĕтсе илчĕç. Энтриелсемшĕн çак кун нумайлăха асра юлĕ. Мĕншĕн тесен кунта шкул çулне çитмен ачасен 25 вырăнлă "Чĕкеç" ушкăн уçăлчĕ.

6 Çурла, 2015

Юханшыв порчĕшĕн те ăнăçлă вăхăтсем çитĕç

"Шупашкарти юханшыв порчĕ" АО социаллă пĕлтерĕшлĕ тата тикĕс аталанса пыракан предприяти шутланать. Обществăн тĕп ĕçĕ - вак чул, хăйăр кăларса турттарасси, шыв транспорчĕпе пассажирсене илсе çÿресси. Çак ĕç-хĕле вăл Атăл, Сăр, Ветлуга, Кама, Ока, Вятка шывĕсем çинче пурнăçлать.

Pages