Новости по теме

27 Раштав, 2016

“Çеçпĕл” кинотеатрпа Çеçпĕл театрĕ “пĕрлешрĕç”

Артистсем уйрăм çурта куçрĕç

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ чылайранпа вырăнтан вырăна куçса çÿрерĕ. 20 çул каялла артистсем Трактор тăвакансен культура керменĕнче хÿтлĕх тупрĕç, анчах кунта та вĕсем хăйсене килти пек туймарĕç. Нумаях пулмасть театра çурт уйăрса пачĕç.

27 Раштав, 2016

Çут çанталăк тасалăхшĕн тăрăшмалла

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Мускавра «Раççей Федерацийĕнче экологие килес ăрусемшĕн аталантарасси» темăпа РФ Патшалăх Канашĕн ларăвне ирттернĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

27 Раштав, 2016

Михаил Игнатьев – пĕрремĕш ушкăнра

Информаци коммуникацийĕсен «Рейтинг» центрĕ «Наци рейтингĕ» проектпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ертÿçисен 2016 çулхи ĕç-хĕлне хак парассине халалланă тĕпчеве пĕтĕмлетнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев рейтингăн пĕрремĕш ушкăнне /вăл регионсен 25 ертÿçинчен тăрать/ кĕнĕ, 16-мĕш позици йышăннă.

 

27 Раштав, 2016

200 миллиона яхăн тенкĕ килет

Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев 2017 çулта граждансен уйрăм ушкăнĕсене эмелпе, медицина хатĕрĕсемпе тата инвалид ачасен сиплев апатланăвĕ валли ятарлă апат-çимĕçпе тивĕçтерме субвенци уйăрассине çирĕплетнĕ.

РФ Правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — федераци бюджетĕнчен суб±ектсене пама йышăннă укçа калăпăшĕ 31,609 миллиард тенкĕпе танлашать. Çак шутра Чăваш Республикин пайĕ — 188129,3 пин тенкĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 7,5 процент ытларах.

27 Раштав, 2016

Чăваш Ен – малтисен шутĕнче

Чăваш Республикинче 2016 çулта федерацин Атăлçи округĕнчи ытти регионтинчен сахалрах пушар тухнă. Кун пирки МЧС Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕ Игорь Паньшин генерал- полковник Саранскра иртнĕ канашлура пĕлтернĕ.

Вăл çавăн пекех Чăваш Енре талăкĕпех çынсем пулакан социаллă об±ектсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, вăрман пушарĕсенчен сыхланас, 112 тытăма /Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пĕрлехи «112» номерпе оперативлă службăсене чĕнсе илессине тивĕçтересси/ туса хурас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленине палăртнă.

26 Раштав, 2016

Раççей министрĕпе тĕл пулнă

Раштавăн 26-мĕшĕнче РФ ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн Максим Топилинăн тата ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ.

Тĕлпулура патшалăхăн демографи политикин мерисемпе, çав шутра виççĕмĕш ачашăн уйăхсе-рен укçа тÿлессипе тата виççĕмĕш /е ун хыççăнхи/ ача çуралсан федераци бюджетĕнчен укçа уйăрассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

26 Раштав, 2016

Çăмăллăхсем, хăрушсăрлăх, инвестицисем

Шăматкун Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Республика Пуçлăхĕ регион çулталăка ăнăçлă вĕçленине, Чăваш Енре инвестици климачĕ лайăх йĕркеленнине, граждансен умĕнчи социаллă обязательствăсене туллин пурнăçланине палăртнă.

26 Раштав, 2016

Парăмсене татмалла

Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен планерка ку хутĕнче пурте ура çине тăрса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланчĕ. Пухăннисем вырсарникун ирхине Раççей Оборона министерствин самолечĕ Хура тинĕсе ÿксе арканнă май вилнĕ çынсене çапла асăнчĕç. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнисен йышĕнче пирĕн икĕ ентеш те пулнă.

26 Раштав, 2016

Кĕтнĕ çул тинех хута кайрĕ

Паян Шупашкарти Айхи проспекчĕпе Фучик урамне çыхăнтаракан çула уçрĕç. Уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăнчĕ.

— Çак çула хута яни пысăк пĕлтерĕшлĕ, — палăртрĕ Иван Борисович. — Вăл Хмельницкий урамĕнчи транспорт куçăмне пĕчĕклетме май парать.

Трассăна 2015 çулхи авăн уйăхĕнче тума пуçланă. Хула влаçĕ тĕп подряд организацийĕпе — «СУОР» обществăпа — 350 млн тенкĕлĕх килĕшÿ тунă.

Pages