Новости по теме

13 Раштав, 2016

Умра – Амăшĕпе Ашшĕне халалланă çул

 Сисмерĕмĕр те — черетлĕ çул вĕçне пурăнса çитрĕмĕр. Раççейре 2016 çула — Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Иртсе пыракан çула савăнăçлă лару-тăрура пĕтĕмлетесси йăлана кĕчĕ — ĕнер Шупашкарти Пăр керменте Кино тата Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленнине, Раççейре — Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне уçнине халалланă уяв иртрĕ

13 Раштав, 2016

Энергоресурссемпе чăрмавсăр тивĕçтереççĕ

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ЭСК «РусГидро» АО генеральнăй директорĕпе Владимир Кимеринпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, «Чăваш Ен энергосбыт компанийĕ» АОн тарифсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

 

13 Раштав, 2016

Тĕрĕслев çирĕп пулĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев паян Ведомствăсен Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем тĕлĕшпе пурнăçлакан тĕрĕслевпе надзор ĕçĕн тухăçлăхне тишкерекен пĕрлехи комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.

 

13 Раштав, 2016

Шкулсемпе академин – пĕр тĕллев

Раштавăн 9-мĕшĕнче Çĕрпÿ хули çумĕнчи Сăнав поселокĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта республикăри виççĕмĕш агрокласс уçăлчĕ.

 Унта занятисем кашни шăматкун иртĕç, районти мĕнпур вăтам шкултан автобуссемпе вуннăмĕш класри 65 ачана илсе килĕç. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн профессорĕсемпе преподавателĕсем математика, физика, хими, биологи, черчени предмечĕсемпе шкулта учительсем параканнинчен кăткăсрах заданисене пурнăçлама хăнăхтарĕç.

12 Раштав, 2016

Михаил ИГНАТЬЕВ: Ача больницисем ытларах кирлĕ

 Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Оренбургра РФ Правительство ертÿçи Дмитрий Медведев ертсе пынă селекторлă канашлăва хутшăннă. Раççей Федерацийĕнче амăшĕн тата ачан сывлăхне сыхласси ларура пăхса тухнă тĕп ыйту пулнă.

12 Раштав, 2016

Планетари Шупашкарта пулĕ

Ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна ку хутĕнче Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пычĕ. Унта тишкернĕ тĕп ыйту — кăçалхи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче республикăн Çул-йĕр фончĕн укçипе мĕнле усă курни.

12 Раштав, 2016

Чăваш хĕрĕсем вăйлине ĕнентерчĕç

«Шупашкар-Аренăра» çĕршыв кубокĕ иртрĕ

 Чăваш Енри чи пысăк учреждение раштавăн 10-мĕшĕнче спорт кĕрешĕвне юратакансем пухăнчĕç. Тĕнчери чи вăйлă та пултаруллă спортсменсем ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç. Икĕ куна пынă ăмăрту чаплă концертпа вĕçленчĕ.

12 Раштав, 2016

Тÿпешĕн тунсăхлатăп…

Самант çын пурнăçне яланлăх улăштарма пултарать иккен. Пирĕн ярăмăн паянхи хăни те ача чухне çар çынни пуласси çинчен вуçех те ĕмĕтленмен. 60-70 çулсенче çамрăк ăру Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă аслашшĕ-кукашшĕн, ашшĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса ÿснĕ. Вениамин Иванович та — çав тапхăр ачи. Апла пулин те вăл пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарасси пирки шухăшламан та. Çав кĕтмен пĕр самант вара çамрăка тÿпене çĕкленме çунат панă, вăрçа илсе çитернĕ… Вениамин Петров 20 çул Совет Çарĕнче службăра тăнă. Тăнăç пурнăçа таврăнсан та ĕç-хĕлне халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăнтарнă.

Pages