Çут çанталăк тасалăхшĕн тăрăшмалла
27 Dec, 2016

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Мускавра «Раççей Федерацийĕнче экологие килес ăрусемшĕн аталантарасси» темăпа РФ Патшалăх Канашĕн ларăвне ирттернĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

РФ Президенчĕ хăйĕн сăмахĕнче влаç органĕсемпе бизнес- пĕрлĕхсен ĕç-хĕлĕшĕн пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене палăртнă. Çак шутра — промышленноçра экологи енчен таса технологисемпе усă курасси, производство каяшĕсене сиенсĕрлетесси. Владимир Путин «Раççейĕн ресурс потенциалĕ питĕ пысăккине» палăртнă. «Пирĕн çĕршывра таса шыв, вăрман саппасĕ нумай, Раççей тĕнчешĕн экологи донорĕ пулса тăрать, — тенĕ вăл. — Малашне те полимерсене, пĕлтерĕшлĕрех ытти тĕллеве мала хурсан тавралăха варалакан сиенлĕ хутăшсемпе газсен виçи палăрмаллах ÿсет. Çакă эпир çитес ăрусен пурнăçĕшĕн юрăхсăр çут çанталăк туса хунине пĕлтерет».

Палăртса хăварар, Чăваш Енре экологи тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ темиçе проекта пурнăçа кĕртнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти тасатакан сооруженисене реконструкцилени тата Шупашкарти «Заовражное» станцире çĕнĕ комплекс хута яни Шупашкар тата Куйбышев шыв управĕсен экологи лару-тăрăвне лайăхлатать. Çĕнĕ Шупашкарти хальхи йышши полигон çĕршыври чи лайăх инвестици проекчĕсен шутне кĕрет.

Малашне Чăваш Енри тĕрлĕ районта çÿп-çап пухакан станцисем тума палăртаççĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен хăрушсăр объектсене хута янине пула республика каяшсене утилизацилес ыйтусене татса парас енĕпе Раççейри регионсен рейтингĕнче малта пыракансенчен пĕри пулса тăчĕ.