Раççей министрĕпе тĕл пулнă
26 Dec, 2016

Раштавăн 26-мĕшĕнче РФ ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн Максим Топилинăн тата ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ĕçлĕ тĕлпулăвĕ иртнĕ.

Тĕлпулура патшалăхăн демографи политикин мерисемпе, çав шутра виççĕмĕш ачашăн уйăхсе-рен укçа тÿлессипе тата виççĕмĕш /е ун хыççăнхи/ ача çуралсан федераци бюджетĕнчен укçа уйăрассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев Чăваш Ене республикăн ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мерăсен 2016 çулхи программине пурнăçлама пулăшнăшăн тав тунă. «Трактор завочĕсем» концерн çак программăна хутшăнни пирки уйрăм калаçу пулнă. Паянхи кун тĕлне мероприятисене концернăн 4040 ĕçченĕ хутшăннă, çак тĕллевпе 88,4 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку пулăшу республикăри ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва тăнăçлăх кÿме, çынсене ĕçрен йышлăн хăтарасран сыхланма май панă.

Максим Топилин вăйпитти çынсем вилессине чакарас енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă. Унсăр пуçне бюджет сферин ĕçченĕсен шалăвне пысăклатмалли, çынсем официаллă мар майпа ĕçлессине сахаллатмалли пирки каланă.

Ĕç сыхлавĕ енĕпе тĕллевлĕн ĕçленине кура кăçалхи 11 уйăхра производствăри инкексене пула вилесси пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 17,9% чакнă, çынсем вилесси 10,5% сахалланнă.

Максим Топилин Чăваш Республикинче инвалидсене ĕçе вырнаçтарас енĕпе лайăх ĕçленине палăртнă. Чăваш Енре кăçалхи 11 уйăхра хевтесĕр çынсене ĕçпе тивĕçтересси ку енĕпе пулăшу ыйтнисен 64% танлашнă.

 

Н.ЯКОВЛЕВА.

Н.ЯКОВЛЕВА