Японин Раççейри полномочиллĕ министрĕ салам янă

27 Раштав, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Японин Раççейри полномочиллĕ министрĕ Хироси Тадзима Çĕнĕ çулпа саламланă.

Чăваш Ен тата Япони хушшинче ĕçлĕ çыхăнусем йĕркеленнĕ. 2015 çулхи юпа уйăхĕнче Шупашкарта Volkswagen концерн автомобилĕсем валли саппас пайсем тăвакан Япони завочĕ ĕçлеме пуçларĕ. Кăçалхи раштав уйăхĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Токиора «Раççей-Япони бизнес- диалогĕ» форума хутшăнчĕ. Çавăн чухнех Чăваш Ен ертÿçи Японири бизнес-пĕрлĕх представителĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттерчĕ. Hitachi, Ltd компанин Мускаври представительствин директорĕ Тосиюки Цугэ 2017 çулта Чăваш Республикине предприятисен производство лапамĕсемпе паллашас тĕллевпе килессине пĕлтернĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсен тата вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн ертÿçисен умне çак тата ытти килĕшÿсене пурнăçа кĕртме тĕллев лартнă. «Пирĕн утăм хыççăн утăм малалла каймалла. Çапла майпа кăна эпир республикăра пысăк технологиллĕ производствăна аталантарма, çамрăксемшĕн интереслĕ ĕç вырăнĕсем туса хума пултаратпăр», — палăртать Михаил Игнатьев.