Кĕтнĕ çул тинех хута кайрĕ

26 Раштав, 2016

Паян Шупашкарти Айхи проспекчĕпе Фучик урамне çыхăнтаракан çула уçрĕç. Уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăнчĕ.

— Çак çула хута яни пысăк пĕлтерĕшлĕ, — палăртрĕ Иван Борисович. — Вăл Хмельницкий урамĕнчи транспорт куçăмне пĕчĕклетме май парать.

Трассăна 2015 çулхи авăн уйăхĕнче тума пуçланă. Хула влаçĕ тĕп подряд организацийĕпе — «СУОР» обществăпа — 350 млн тенкĕлĕх килĕшÿ тунă.

Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх — çанталăка пула çула йăлтах туса пĕтереймен. Строительство çуркунне малалла тăсăлĕ. Предприяти директорĕ Владимир Ермолаев тротуар тăвассине тата ыттине 2017 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕччен туса пĕтерме шантарнă. Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе çĕнĕ микрорайона çыхăнтаракан 2, 12, 65-мĕш маршрутсен схемисене улăштарнă.

Росавтоçул пĕлтернĕ тăрăх — Атăлçи регионĕсен хушшинче Чăваш Ен çул-йĕр юсама федераци укçипе усă курассипе пĕрремĕш вырăн йышăнать. Кăçал автоçула 195 çухрăм юсанă. Çитес çул Шупашкарти урамсене йĕркене кĕртме хула хыснинчен 591,1 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

 

В.ВАСИЛЬЕВ.

Рубрика: