Парăмсене татмалла

26 Раштав, 2016

Правительство çуртĕнче тунтикунсерен иртекен планерка ку хутĕнче пурте ура çине тăрса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланчĕ. Пухăннисем вырсарникун ирхине Раççей Оборона министерствин самолечĕ Хура тинĕсе ÿксе арканнă май вилнĕ çынсене çапла асăнчĕç. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнисен йышĕнче пирĕн икĕ ентеш те пулнă.

 Траур кунĕ пулнă май ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев тунтикунхи Çĕнĕ çул корпоративĕсене ирттермелле марри пирки асăрхаттарчĕ. Администрацире хăйĕнче те уява шăпах тунтикун йĕркелеме палăртнă-мĕн — пысăк хуйха пула пăрахăçланă. Ачасен уявĕсем тĕлĕшпе кăна çакнашкал йышăну туман — пĕчĕккисем савăнччăрах. Мускав Кремлĕнче те ачасен елкине ырана хăварас темен-мĕн, Кремле, сăмах май, Чăваш Енрен пилĕк теçеткене яхăн ачана илсе кайнă.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту вара ĕç укçипе çыхăннă — шалу парăмĕсен ыйтăвне пăхса тухрĕç. Ĕçлев министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Елена Сапаркина пĕлтернĕ тăрăх — раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 5 организаци 368 çын умĕнче 20,2 миллион тенкĕлĕх парăма кĕнĕ. Чи пысăк парăм Шупашкарти 1-мĕш типографин — 16,5 миллион тенке яхăн. Ĕç укçине вăхăтра тÿлеменнисен шутĕнче çавăн пекех — Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Городок», Йĕпреç районĕнчи «Водоканал», Канашри «Таса хула» МУПсем тата Вăрнарти техника инвентаризацийĕн бюровĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа парăм калăпăшĕ 2,3 миллион тенкĕ чакнă. Елена Владимировна Чăваш Енри 18 районпа 3 хулара шалу енĕпе парăмсем çуккине çирĕплетрĕ. Влаçсем çивĕч ыйтăва курмăш тумаççĕ. Ĕç укçине вăхăтра тÿлеменшĕн административлă майпа та, уголовлă йĕркепе те явап тыттараççĕ — ку мерăсемпе усă курнă. Прокуратура ĕçлев çинчен калакан саккуна пăснин 8,6 пин ытла тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă. Çакă 310 миллион тенкĕлĕх парăма татма май панă. Ĕçлев инспекцийĕ те кĕрĕк арки йăваласа ларман. Çапах çивĕчлĕх сирĕлнĕ теме иртерех-ха.

Ĕç-пуç тата та çивĕчрех шая çĕкленес хăрушлăх та пур. Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Раиса Павлова «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсенчи лару-тăру йывăррине пытармарĕ — вун-вун миллион тенкĕлĕх парăм капланнă. Çавăн пекех «Чăвашавтотрансра», «Старко» строительство компанийĕнче çивĕчлĕх пур. Ахальтен мар ĕнтĕ инспекци айăплисене уголовлă майпа явап тыттармашкăн Следстви комитетне 14 материал панă, вĕсем тăрăх хальлĕхе 3 уголовлă ĕç пуçарнă.

Иван Моторин премьер, канашлăва ертсе пынăскер, парăмсен ыйтăвĕ тавра сăмах вакламарĕ. «Отрасль принципне тĕпе хурса ку ыйтупа кашни министерствăн çулталăк вĕçлениччен çине тăрса ĕçлемелле...» — терĕ çеç.

Вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев 9, 11-мĕш классенче вĕренекенсем 2017 çулхи патшалăх аттестацине хатĕрленнĕ май раштавăн 7-мĕшĕнче çырнă пĕтĕмлетÿ сочиненийĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. 249 шкулта 5,3 пин ытла яшпа хĕр сочинени çырнă. 99,4% тĕрĕслев ĕçне ăнăçлă пурнăçланă, «незачет» — 31 çыннăн. Пĕтĕмĕшле илсен республика çитес çулхи патшалăх экзаменне хатĕр. Министр пĕлтернĕ тăрăх — обязательнăй йĕркепе 4 предметпа экзамен тытмалла пулать: вырăс чĕлхи, математика тата ачасем хăйсем суйласа илекен 2 предмет. Улшăнусем пур. Калăпăр, хăшпĕр экзаменра çитес çул тест пайĕ чакать е тухса ÿкет.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев Чăваш патшалăх университетĕнче иртнĕ физика олимпиадипе кăсăкланчĕ. Кунта Вĕренÿ министерствин тÿпи çук-мĕн — общество организацийĕсен пуçарăвĕ пулнă. Çавăнпах ĕнтĕ Юрий Васильев вĕсем тĕлĕшпе кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: «МИХсенче иртен пуçласа каçчен хăйсене пиарлаççĕ, республика олимпиади пек кăтартма тăрăшаççĕ...»

Николай КОНОВАЛОВ