Çăмăллăхсем, хăрушсăрлăх, инвестицисем

26 Раштав, 2016

Шăматкун Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Республика Пуçлăхĕ регион çулталăка ăнăçлă вĕçленине, Чăваш Енре инвестици климачĕ лайăх йĕркеленнине, граждансен умĕнчи социаллă обязательствăсене туллин пурнăçланине палăртнă.

Хушма социаллă çăмăллăхсен ыйтăвĕ пирки каланă май Михаил Васильевич виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан паракан патшалăх пулăшăвне ача кăçалхи раштавăн 31-мĕшĕччен çуралсан тÿлессине çирĕплетнĕ. «Нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли çак мера ача çуратассине ÿстерме пулăшать, ăна упраса хăвармалла», — тенĕ вăл. Аса илтерни вырăнлă: республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем РФ Правительствин Председателĕн Дмитрий Медведевăн ячĕпе федераци бюджетĕнчен çак çăмăллăх валли укçа уйăрмалли регионсене суйласа илмелли критерисене улăштарма Чĕнсе калани янă. Михаил Игнатьев хăй те çакăн пирки премьер-министртан ыйтнă.

Чăваш Ен ГКЧСĕн председателĕ Вениамин Петров Çĕнĕ çул умĕн тата уяв кунĕсенче çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтупа сăмах илнĕ. Вăл муниципалитетсен пуçлăхĕсен лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесе тăмалли пирки асăрхаттарнă, пăр çинче асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтернĕ. Республика Пуçлăхĕ вара çанталăк улшăнса тăнине пăхмасăр çулсене вăхăтра тасатса тăма хушнă.

Канашлура сÿтсе явнă тепĕр тема — инвестици политики. Михаил Игнатьев Раççейĕн официаллă делегацийĕпе Японие кайса килни çинчен каласа панă, муниципалитетсен пуçлăхĕсем инвестор-семпе ĕçлессишĕн яваплă пулни çинчен каланă.

 

М.АНДРЕЕВА.

Автор: