200 миллиона яхăн тенкĕ килет

27 Раштав, 2016

Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев 2017 çулта граждансен уйрăм ушкăнĕсене эмелпе, медицина хатĕрĕсемпе тата инвалид ачасен сиплев апатланăвĕ валли ятарлă апат-çимĕçпе тивĕçтерме субвенци уйăрассине çирĕплетнĕ.

РФ Правительствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — федераци бюджетĕнчен суб±ектсене пама йышăннă укçа калăпăшĕ 31,609 миллиард тенкĕпе танлашать. Çак шутра Чăваш Республикин пайĕ — 188129,3 пин тенкĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 7,5 процент ытларах.

Çавăн пекех Чăваш Ен çитес çул ялсенче ĕçлесе пурăнакан тухтăрсене пулăшу пама 15 миллион тенкĕ килĕ. Ку тÿлеве регионсене Обязательнăй медицина страхованийĕн бюджетĕнчен 60х40 шайлашупа парĕç. ОМС фончĕ территори уйрăмĕсене куçарма йышăннă бюджетсен хушшинчи трансферт виçи 3,2 миллиард тенкĕпе танлашать. Ку укçапа медицина ĕçченĕсене пĕр хутчен компенсаципе тивĕçтерме палăртнă.

Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн 2017 çулта компенсаци тÿлевĕсене /пĕр специалиста 1 миллион тенкĕ виçепе/ ялта, рабочи е хула евĕрлĕ поселоксенче ĕçлекен 50 çула çитмен тух-тăрсем тивĕçеççĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

Автор: