Пĕлтĕр Раççейре 21 çула çитмен яшсемпе хĕрсене алкоголь продукцине сутма чарас ыйтăва çĕкленĕччĕ. Чылайăшĕ çак саккуна йышăнма сĕннĕ. Халĕ РФ Правительствинче ку ыйту тĕлĕшпе пăнчă лартнă: вăл вăя кĕмĕ.
Çак кунсенче Норвегири Лиллехаммер хулинче çамрăксен II хĕллехи Олимп вăййисем иртеççĕ. Палăртма кăмăллă: унта пирĕн ентеш Лана Прусакова хутшăнать. Вăл фристайл енĕпе ăмăртать.
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ умĕн /вăл 2016 çулхи утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртĕ/профессионалсен тата сăн ÿкерме юратакансен «Манăн Раççей» конкурсĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - Раççей ялĕ мĕнле пурăннине, йăли-йĕркине, çитĕнĕвне, ял хуçалăхĕн лайăх енĕсене кăтартасси.
2015 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен конкурса 300 ытла ÿкерчĕк ярса панă. Киров, Самар, Владимир облаçĕсенче, Чăваш Енре, Алтай крайĕнче пурăнакансем уйрăмах хастар пулни курăнать.
Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕнче умри ака-сухана кредитлассипе ятарлă координаци штабĕ ĕçлеме пуçланă. Унăн тĕллевĕ - сезонри ĕç-хĕле вăхăтра финанслассине тивĕçтересси.
«Раççей ял хуçалăх банкĕ» акционерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская каланă тăрăх - кредит илессине ансатлатма çурхи уй-хир ĕçĕсем валли тăратнă заявкăсене пĕрремĕш черетпе пăхаççĕ. Сезон ĕçĕсене ирттерме паракан кредитсен списокне сарнă, салук хывассине çăмăллатнă.
Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Раççейри студотрядсен кунне уявланă май ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Енри студотрядсен хастарĕсемпе "çавра сĕтел" иртрĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.
Ыранхи кун паян пуçланать. Çакна асра тытса пурăнаççĕ тата ĕçлеççĕ Вăрнарсем. Паян Вăрнар районĕ лайăх аталанса пыракансен йышĕнче. Урăхла пулма та пултараймасть. Ăна, республика варринче вырнаçнăскере, Чăваш Ен "чĕри" теме те пулать. Апла-тăк унăн яваплăрах, курăмлăрах, вăйлăрах пулмалла.
Республикăри пурăнмалли кивĕ çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене 2013-2017 çулсенче 13,1 пин çынна /4,9 пин çемьене/ куçармалла. Паянхи кун тĕлне 6,5 пин çын çĕнĕ пÿрт ĕçки кĕрлеттернĕ ĕнтĕ. 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне черете тăнă çемьесене 2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен хваттерпе тивĕçтерме палăртнă.
Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чулхулана çитсе килнĕ. Вăл Раççей Федерацийĕнче газомотор рынокне аталантарас ыйтупа Горькинчи автомобиль заводĕнче иртнĕ канашлăва хутшăннă.
Республика влаç органĕсен, федераци ведомствисен территорири органĕсен Правительство çуртĕнче кашни эрне пуçламăшĕнче иртекен канашлăвне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.