Пуласлăх - çамрăксенче
Ыранхи кун паян пуçланать. Çакна асра тытса пурăнаççĕ тата ĕçлеççĕ Вăрнарсем. Паян Вăрнар районĕ лайăх аталанса пыракансен йышĕнче. Урăхла пулма та пултараймасть. Ăна, республика варринче вырнаçнăскере, Чăваш Ен "чĕри" теме те пулать. Апла-тăк унăн яваплăрах, курăмлăрах, вăйлăрах пулмалла. Çак паха енсем йăлтах пур Вăрнарсен. Çапларах пĕтĕмлетрĕм эпĕ районти культура çуртĕнче иртнĕ анлă ларура. Унта районăн 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ тĕллевсене палăртрĕç.
Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Вăрнар районĕнчи тĕрлĕ организаци- предприяти ертÿçисем хутшăнчĕç. Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев районăн социаллă пурнăçĕпе аталанăвĕ пирки анлă доклад турĕ. Юрий Попов, район пуçлăхĕ Валерий Шумилов тата ыттисем тухса калаçрĕç. Лару хыççăн Михаил Игнатьев Вăрнар районĕнчи тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан пултаруллă çамрăксемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. "Эпир малашне те яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пурнăçра хăйсен вырăнне туптăр тесе йăлтах тăвăпăр", - палăртрĕ Михаил Васильевич.
Р.АНАТОЛЬЕВА.