Çур акине - çăмăллатнă кредит

18 Нарăс, 2016

Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕнче умри ака-сухана кредитлассипе ятарлă координаци штабĕ ĕçлеме пуçланă. Унăн тĕллевĕ - сезонри ĕç-хĕле вăхăтра финанслассине тивĕçтересси.

«Раççей ял хуçалăх банкĕ» акционерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская каланă тăрăх - кредит илессине ансатлатма çурхи уй-хир ĕçĕсем валли тăратнă заявкăсене пĕрремĕш черетпе пăхаççĕ. Сезон ĕçĕсене ирттерме паракан кредитсен списокне сарнă, салук хывассине çăмăллатнă.

«Лимит тĕлĕшпе филиал полномочине анлăлатнипе эпир мĕнпур ыйтăва вырăнта тата çийĕнчех татса пама пултаратпăр. Ку аграрисене финанслас ĕçе лайăхлатĕ. Унчченхи пекех филиал 2016 çулта та ака-сухана, кайран вырмана кредитлассипе клиентсен ыйтăвне туллин тивĕçтерме хатĕр», - палăртнă Ирина Письменская.

Регионри ял хуçалăх таварне туса илекенсем банкран çунтармалли-сĕрмелли материалсем, саппас пайĕсем, удобренисем, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем туянмашкăн тата ытти тĕллевпе/Раççей Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ списокпа/ кредит илме пултараççĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерстви кăтартăвĕпе çулталăк пуçланнăранпа регионри сезонри ĕçсене тума кредит панă çĕрте Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн тÿпи 100 процент.

РФ тĕп банкăн 3349-мĕш номерлĕ генеральнăй лицензийĕ.