Саккун проектне ырламан

18 Нарăс, 2016

Пĕлтĕр Раççейре 21 çула çитмен яшсемпе хĕрсене алкоголь продукцине сутма чарас ыйтăва çĕкленĕччĕ. Чылайăшĕ çак саккуна йышăнма сĕннĕ. Халĕ РФ Правительствинче ку ыйту тĕлĕшпе пăнчă лартнă: вăл вăя кĕмĕ.

Ăна йышăнмашкăн 22 регион сасăланă. 6 регион алкоголь продукцин хакне ÿстерни лайăхраххине палăртнă. Саккун авторĕсем йышăнăва алă пусса çирĕплетсен сиенлĕ йăлапа туслашакан çамрăк сахалланасса шаннă. Аса илтерер: саккунпа килĕшÿллĕн, 18 çул тултарнисен çеç лавккара эрех-сăра туянма ирĕк пур. Влаç тытăмĕнче вăй хуракансем çак ÿсĕме ÿстерме килĕшмен. Ку РФ Конституцийĕнчи хăш-пĕр статьяна хирĕçлет. Унсăр пуçне саккуна йышăнас пулсан РФ Граждан, Уголовлă тата ытти кодексăн нормисене çĕнĕрен пăхса тухма тивĕ.

Рубрика: