Студотрядсен хастарĕсем ĕçрен хăрамаççĕ

17 Нарăс, 2016

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Раççейри студотрядсен кунне уявланă май ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Енри студотрядсен хастарĕсемпе "çавра сĕтел" иртрĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Совет Союзĕ арканнă хыççăн хăйĕн малтанхи мăнаçлăхне çухатнă юхăм юлашки çулсенче çĕршывăн чылай регионĕнче çĕнĕрен хăват илсе пырать. Пуçарулăхпа палăрса тăракан отрядсен йышĕнче Чăваш Енре йĕркеленнисем те пур. 2011 çулта вара пирĕн республикăри студентсен "Волгари" отрячĕ Раççейре чи лайăххин ятне илнĕччĕ.

Паян аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекенсем студотрядсен пуласлăхне еплерех кураççĕ, мĕнле ыйтусем канăçсăрлантарççĕ вĕсене? Çакăн çинчен пычĕ те калаçу "çавра сĕтел" хушшинче.

Тĕрлĕ ыйтăва пĕрле сÿтсе явнă хыççăн Михаил Игнатьев пултарулăхра уйрăмах хастар çамрăксем валли уйăракан ятарлă стипендие тивĕçнĕ студентсене свидетельство пачĕ.

Ирина ИВАНОВА

Рубрика: