Лана çĕнтерессе шанатпăр

18 Нарăс, 2016

Çак кунсенче Норвегири Лиллехаммер хулинче çамрăксен II хĕллехи Олимп вăййисем иртеççĕ. Палăртма кăмăллă: унта пирĕн ентеш Лана Прусакова хутшăнать. Вăл фристайл енĕпе ăмăртать.

Спортăн çак тĕ-сĕпе интересленекенсем нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче тупăшнă. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 15 çулти хĕр чи лайăх 6 спортсмен йышне кĕме пултарнă. Лана фрис-тайлăн слоуп-стайл дисциплининче ăмăртать. Вăл ку енĕпе - Раççей чемпионки. Пике хальлĕхе хăйĕн дисциплининче тупăшман-ха. Çак ăмăрту ыран, нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче, иртĕ. Ентешĕмĕре ăнăçу сунатпăр!

Рубрика: