Хваттер уççисем илчĕç

16 Нарăс, 2016

Республикăри пурăнмалли кивĕ çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене 2013-2017 çулсенче 13,1 пин çынна /4,9 пин çемьене/ куçармалла. Паянхи кун тĕлне 6,5 пин çын çĕнĕ пÿрт ĕçки кĕрлеттернĕ ĕнтĕ. 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне черете тăнă çемьесене 2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен хваттерпе тивĕçтерме палăртнă.

Çак тĕллеве пурнăçлассишĕн строительсем çине тăрсах ĕçлеççĕ - юхăнчăк çуртсенче пурăннисем валли çĕнĕ хваттерсем тăваççĕ. Нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пысăк йыша хваттер уççи пачĕ. Вĕсем Шупашкарти Г.Айхи проспектĕнчи 13-мĕш çуртăн 1-мĕш, Яблочков урамĕнчи 8-мĕш çуртăн 2-мĕш корпусĕсене пурăнма кĕреççĕ. Çăраççи илнисене хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та саламларĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Рубрика: