Конкурса хутшăнар

18 Нарăс, 2016

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ умĕн /вăл 2016 çулхи утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртĕ/профессионалсен тата сăн ÿкерме юратакансен «Манăн Раççей» конкурсĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - Раççей ялĕ мĕнле пурăннине, йăли-йĕркине, çитĕнĕвне, ял хуçалăхĕн лайăх енĕсене кăтартасси.

2015 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен конкурса 300 ытла ÿкерчĕк ярса панă. Киров, Самар, Владимир облаçĕсенче, Чăваш Енре, Алтай крайĕнче пурăнакансем уйрăмах хастар пулни курăнать.

Сăнÿкерчĕксенче ял сăн-сăпачĕ /сухаланă уй-хир, тулли пучах, сад тата ытти те/, ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем /доярка, комбайнер, фермер тата ытти те/, выльăх-чĕрлĕх сăнланнă. Çавăн пекех ял çыннине тăрантаракан ĕне те. Страус, пăлан /çыравра вĕсене те шута илеççĕ/ та пур. Конкурсри ĕçсемпе «Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ - 2016» пресс-центрĕн сайтĕнчи «Конкурссем» уйрăмра паллашма пулать. Сăнÿкерчĕксенче Раççей ял пурнăçĕн историйĕ, ăнтăлăвĕ, çыннисем. Çакă конкурс йĕркелÿçисене «Ялта çырса пынинчен» çĕнĕ проект хатĕрлеме хавхалантарнă. Унта кашниех хăй сума сăвакан, мăнаçланакан ял ĕçченĕ /механизатор, агроном, доярка, фермер, пахчаçă, хурт-хăмăрçă тата ытти те/ çинчен пĕлтерме пултарать. Конкурс малалла тăсăлать. Сăнÿкерчĕксене кăçалхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен foto@vshp2016.ru адреспа йышăнаççĕ. Конкурса çырав пуçланнă кун, 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерÿçĕсене укçан преми парса хавхалантараççĕ. Приз фончĕ - 150 пин тенкĕ.

Рубрика: 

Новости по теме