Çырав - 2016

18 Нарăс, 2016

Конкурса хутшăнар

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ умĕн /вăл 2016 çулхи утă уйăхĕн 1 - çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртĕ/профессионалсен тата сăн ÿкерме юратакансен «Манăн Раççей» конкурсĕ иртет. Унăн тĕллевĕ - Раççей ялĕ мĕнле пурăннине, йăли-йĕркине, çитĕнĕвне, ял хуçалăхĕн лайăх енĕсене кăтартасси.

2015 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен конкурса 300 ытла ÿкерчĕк ярса панă. Киров, Самар, Владимир облаçĕсенче, Чăваш Енре, Алтай крайĕнче пурăнакансем уйрăмах хастар пулни курăнать.

28 Юпа, 2015

Статистика акцийĕ кăна мар...

Правительствăн Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынă черетлĕ ларăвĕ пулнă. Унта муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен çырав комиссийĕсен председателĕсем хутшăннă.

11 Авăн, 2015

Тĕрĕс хыпарăн пĕлтерĕшĕ пысăк

Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравĕ çывхарса килет. Пĕлтерĕшлĕ мероприяти 2016 çулхи июль уйăхĕн 1- августăн 15-мĕшĕсенче иртĕ. Вăл ялхуçалăх таварне туса илекенсене - хушма хуçалăх, дача, сад-пахча тытакансене, фермер хуçалăхĕсене, организацисене - пурне те пырса тивет.