Статистика акцийĕ кăна мар...

28 Юпа, 2015

Правительствăн Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ертсе пынă черетлĕ ларăвĕ пулнă. Унта муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен çырав комиссийĕсен председателĕсем хутшăннă.

ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятипе çыхăннă нормативлă право акчĕсене /çав шутра Раççей Федерацийĕн çырава хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă полномочийĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене куçнă май вĕсене пурнăçламашкăн федераци бюджечĕн субвенцийĕсене валеçесси/ йĕркелесе ĕçе кĕртессипе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх - республикăри муниципалитет районĕсемпе хула округĕсенче пуринче те ятарлă комиссисем туса хунă, вĕсен тытăмне тата яваплă çынсене çирĕплетнĕ.

Çырав çĕр ресурсĕсем, ялхуçалăх культурисем, нумай çул ÿсекен йывăç-тĕм, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышĕ, ĕç ресурсĕ, ялхуçалăх продукцине реализацилени çинчен пахалăхлă информаци пухма пулăшĕ.

Ĕç ушкăнĕ вырăна тухса йĕркеленĕ тĕрĕслевсем вăхăтĕнче тупнă çитменлĕхсене те асăннă министр çумĕ. Тĕпрен илсен, вĕсем ял тăрăхĕсенчи хуçалăх учетне тытса пынипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, Еншик-Чуллă /Красноармейски районĕ/, Михайловка /Çĕрпÿ районĕ/ тата ытти ял тăрăхĕнче тишкерÿ ирттернĕ кун тĕлне хуçалăх кĕнекисене тĕрĕс çырса хуман, вĕсенчи кăтартусем статистика сăнавĕн форминчисемпе пĕр килмеççĕ.

Хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие тĕрĕс шута илменнипе ку тытăмăн аталанăвне тивĕçлипе хаклама май килмест. Пирĕн республика хушма хуçалăхсене çĕклемешкĕн çăмăллăх кредичĕсемпе усă курас енĕпе Раççейре малта пырать. Вĕсен ресурсĕ ÿссе пынă чухне асăннă секторта ялхуçалăх продукцийĕ туса илесси чакнă пек пулса тухать. Пĕтĕмĕшле илсен, хуçалăхсенче Раççей Ялхуçалăх министерстви Чăваш Ене çитернĕ кăтартусем пурнăçланмаççĕ. Çакă вара республикăна тепĕр çул финанспа тивĕçтерессине витĕм кÿрет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тимсĕрлĕхне пула хресчен шар курать. Çавна май хуçалăх кĕнекисене кирлĕ пек йĕркелес ыйтупа вырăнта канашлусем ирттерни усăллă пулмалла.

Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне ирттермешкĕн мĕнле хатĕрленнипе паллаштарнă. Правительство комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ хыççăн граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсен схема карттисене шыраса тупнă, картографи материалне çырава уйрăм хутлăхсем тăрăх йĕркелемешкĕн актуализациленĕ. Авăн уйăхĕнче регистраторсем граждансен хулари тата сад, пахча, дача пĕрлешĕвĕсенчи хуçалăхĕсене çитсе тĕрĕсленĕ, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çырава лекекен обћектсен списокне уçăмлатнă. Паянхи кун тĕлне асăннă списокра ял хуçалăхăн 751 организацийĕ, ялхуçалăхпа çыхăнман предприятисен 783 хушма хуçалăхĕ, 3558 ХФХ, 722 уйрăм предприниматель, ял тăрăхĕсенчи граждансен хушма тата харпăр хăйĕн 239097 хуçалăхĕ* хуласенчисем тата хула округĕнчисем - 33785* граждансен коммерциллĕ мар 746 пĕрлешĕвĕнчи 141200 çĕр лаптăкĕ шутланать.

Чăвашстат ертÿçи çырав обћекчĕсене йĕркеленĕ чухне тупса палăртнă çивĕч ыйтусене уйрăммăн асăннă. Тĕслĕхрен, ялхуçалăх организацийĕсенче, хресчен хуçалăхĕсенче, уйрăм предпринимательлĕхре саккунсене пăхăнманни, йĕркене пĕлменни сисĕнет: çĕрпе усă куракансене вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче /ял хутлăхĕсен шайĕнче те/ учета илмен. Ял тăрăхĕсенче те, хулара та хуçалăх учетне туллин йĕркелесе пыман тĕслĕх сахал мар пулнă. Граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсенче вара организаципе административлă сĕмлĕ çитменлĕх чылай: чăннипе ертсе пыракан кам пулни /председатель, бухгалтер/ паллă мар, усă курман лаптăксене тата пĕрлешÿсем пирки ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче те, район шайĕнче те кăтартусем çук.

"Çырава районланине тĕпе хурса шутлав тата инструктор участокĕсен шутне, персонал йышне палăртаççĕ, инструктор участокĕсен пÿлĕмĕсене çырав тата статистика материалĕсене илсе çитерме усă куракан транспорт хатĕрĕсен çул çÿревĕн графикне хатĕрлеççĕ", - пĕлтернĕ Чăвашстат ертÿçи.

Эльвира Максимова шухăшĕпе - çырав статистика акцийĕ кăна мар, вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ те. Ялхуçалăх çыравне мĕн тĕллевпе ирттернине тата унăн задачисене çынсен пĕлмеллех. Апла-тăк, граждансене хатĕрленÿ мероприятийĕсем çинчен массăллă информаци хатĕрĕсенче тата Интернет-сайтсенче паллаштарассине тивĕçлипе хакламалла.

Комисси ларăвĕнче район-хулари çырав комиссийĕсен председателĕсем ял тăрăхĕсенче тата хула округĕсенче хуçалăх кĕнекисене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусемпе тухса калаçнă.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.