Тĕрĕс хыпарăн пĕлтерĕшĕ пысăк

11 Авăн, 2015

Пĕтĕм Раççей ялхуçалăх çыравĕ çывхарса килет. Пĕлтерĕшлĕ мероприяти 2016 çулхи июль уйăхĕн 1- августăн 15-мĕшĕсенче иртĕ. Вăл ялхуçалăх таварне туса илекенсене - хушма хуçалăх, дача, сад-пахча тытакансене, фермер хуçалăхĕсене, организацисене - пурне те пырса тивет. Çырава хатĕрленнĕ май сентябрьте çĕршывра, çав шутра республикăра та регистраторсем ĕçе тытăнчĕç. Вĕсем хула округĕнчи, тăрăхĕнчи тата граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсене - сад-пахчасемпе дачăсене - çитсе çыравра шута илмелли объектсене палăртĕç. Сад пĕрлешĕвĕнче усă куракан е юхăнтарнă лаптăксене, хула çыннин уйрăм çурт-йĕрĕнчи ялхуçалăх таварне туса илме çĕр пуррине шута илĕç. Çак кунсенче Чăвашстат специалисчĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем Шупашкар районĕнче пулса курчĕç, регистратор ĕçĕпе паллашрĕç.

Çĕр мар, хуçи айăплă

«Илем» коммерциллĕ мар сад пĕрлешĕвĕ Кÿкеçпе юнашарах. Улма-çырла йывăççисем айне, гаражсем хыçне пытаннăскере тÿрех асăрхаймăн та. Ансăр çулпа тимĕр хапха умне çитрĕмĕр. Çырмаллă вырăнта çĕнĕ дача çурчĕсем те сахал мар. Хÿме урлă улмуççи турачĕсем йывăррăн усăннă. Пахчари сарă-хĕрлĕ чечексем куçа йăмăхтараççĕ. Нумайăшĕн йăранĕсем пушаннă ĕнтĕ.

- Çĕрпе тухăçлă усă куракансем те, пахчине юхăнтарса янисем те пур, - пĕлтерчĕ пире кĕтсе илме тухнă Галина Долгова. Унăн кăкăрĕ çинче пластик картта - вăхăтлăх удостоверени - çакăнса тăнипе вăл çырав регистраторĕ пулнине тÿрех ăнлантăмăр. Хулпуççи урлă хура сумка уртнă.

Коллективлă сад пĕрлешĕвĕ тăрăх эпир те çула тухрăмăр. Типтерлĕ пахчапа юнашарах çумкурăк пусса илнĕ лаптăксене курсан чун пăшăрханчĕ. Пĕрин хÿми çине «сутатăп» тесе пысăккăн çырса çакнă. Мĕн тăвас тетĕн, çĕр ĕçĕ пурне те килĕшмест çав. Ваттисем ĕçлейми пулнă май сад-пахча юхăнать. Вăл çамрăксене те кирлĕ мар.

- Çапах ытларахăшĕ çĕре пушă вырттармасть, пахчаçимĕç çитĕнтерет, - паллаштарать пире регистратор. Пиртен маларах утса пыраканскер кĕçех тăпах чарăнчĕ те: - Кунта акă темиçе çул нимĕн те лартман: карти чалăшнă, çумкурăк пилĕк таранах, - терĕ.

Унтан аллине тетрадь илчĕ те тăрăшсах çырма пикенчĕ. Ансăр çулпа пахчасене пăхса пынă май кашнин умĕнчех тенĕн чарăнса шурă хута чĕрмелерĕ.

- Усă куракан пахчасене - 1, юхăнтарнă, акман-лартман лаптăксене - 2, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытаканнисене 3-мĕш ушкăна палăртатăп, - ăнлантарчĕ вăл.

- Дачăра выльăх-чĕрлĕх усракан та пур-им? - тĕлĕнсе ыйтатпăр унран.

- Паллах, хамăн дача та кунтах. Качака, чăх-чĕп усракансене пĕлетĕп, - хуравларĕ Галина Петровна. Сасартăк унăн сăмахне çирĕплетнĕн инçех мар автан янăравлăн авăтрĕ.

Йывăç-тĕм пусса илнĕ садра пур пахчана тупса пĕтерме йывăр. Регистратор аллинче списокпа пĕрлех пысăк хут - «Илем» сад пĕрлешĕвĕн генеральнăй планĕ. Халĕ ун тăрăх пăхса-тĕрĕслесе пырать: «Капла пĕри те сиксе юлмĕ».

- Сутакан пахчасене хăш ушкăна кĕртетĕр? - çаплах тĕпчетпĕр хĕрарăма.

- Хуçи сутать, апла çĕрĕ çинче ĕçлемест - иккĕмĕш ушкăна, - пĕлтерчĕ Галина Долгова.

Галина Долгова çырав вăхăтĕнче яланах отпуск илет иккен. Халĕ те канас вырăнне алла хут, ручка тытнă та ĕçе тытăннă. Унăн Кÿкеçпе Çырмапуç ял тăрăхĕсенче вырнаçнă граждансен вунă дача-сад пĕрлешĕвĕнчи 2815 участока çитмелле. Çав шутра усă курман, çумкурăкпа ашкăрса лараканни те сахал мар. Вĕсене саккунпа килĕшÿллĕн çырав списокĕнчен кăлараççĕ.

Кашнин патне çитмесĕр тĕрĕс информаци пухаймăн. Кĕске вăхăтрах, сентябрĕн 2-15-мĕшĕсенче, шанса панă ĕçе туллин пурнăçласшăн Галина Петровна.

- Кăнтăрлаччен 70 участок ытла тĕрĕслерĕм. Каçчен тепĕр çакăн чухлĕ тухасшăн-ха. Ĕç мĕнле пынине кулленех Чăвашстата шăнкăравласа пĕлтеретĕп, - каласа пачĕ маттур хĕрарăм.

Çула май унăн пахчипе те паллашрăмăр. Пĕчĕк лаптăкрах чăн-чăн юмах тĕнчи: пластик бутылкăран ăсталанă пальма, çăмарта тума ларнă чăх... - мĕн кăна çук-тăр кунта. Кăшăлсăр кустăрма та кунта сап-сарă хĕвел пек йăл кулса пăхать. Пĕчĕк сарай çумĕнче ĕлĕкрех кил-тĕрĕшре усă курнă хатĕрсене çакнă. Вĕсене кил хуçисем юриех пуçтарнă-мĕн. Çурт çенĕкĕнче Нарспипе Сетнер те пур. Чăваш тумлă пуканесем çăвĕпех пахчари çăл патĕнче тăнă, кĕрхи çумăрпа юрăхсăра тухасран шала кĕртнĕ. Ĕçчен çын çукран та пур тăвать тесе ахальтен каламан. Тайлăк вырăнтах, виçĕ сотăй çĕр çинче, пахча-çимĕçе, улма-çырлана хĕл каçмалăх та, сутлăх та туса илеççĕ.

- Пурте çапла çĕрпе тухăçлă усă курсан пире нимĕнле санкци те хăратмĕ, - пĕтĕмлетрĕмĕр эпир.

 

Йытăран хăракан урама тухман

Чăвашстатăн ялхуçалăх тата тăван тавралăха хÿтĕлекен пайĕн пуçлăхĕ Эмма Егорова пĕлтернĕ тăрăх - Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне Чăвашстат 2014 çултах хатĕрленме пуçланнă: ятарлă штат йĕркеленĕ, çыравра шута илмелли объектсен малтанхи списокне хатĕрленĕ. Унччен, 2006 çулти çыравра, шута илни те пулнă-ха. Тĕрлĕ ведомствăпа, патшалăх органĕн тытăмĕнчи уйрăмсемпе çыхăнса списока тепĕр хут пăхса тухнă, çĕнĕ объектсене хушнă, хăшĕсене вара кăларнă. Сăмахран, çĕр лаптăкне тахçанах нумай хваттерлĕ çурт тума панă, анчах кивĕ список тăрăх халĕ те çыравра шута илмелли пек тăрать.

Участоксем йĕркелесе 107 регистратора йышăннă. Вĕсем сентябрь пуçламăшĕнче вĕреннĕ хыççăн ĕçе тытăннă: хула округĕсемпе тăрăхĕсенче тата граждансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсенче - сад-пахча, дача - списока кĕртнĕ объектсем пуррине, сад пĕрлешĕвĕсенче усă куракан тата юхăнтарнă участоксене палăртĕç. Пирĕн республикăра 760 ытла ялхуçалăх организацийĕ, 7 пин фермер хуçалăхĕ, 272 пин хушма хуçалăхпа уйрăм çынсен, çурт-йĕр строительствин хуçалăхĕ, граждансен коммерциллĕ мар 744 пĕрлешĕвĕ. Хулара уйрăм çурт-йĕрте пурăнакансен ялхуçалăх производстви валли çĕр лаптăкĕ, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк пуррипе кăсăкланĕç. Регистраторсем хăйсен ĕçне тĕплĕ те тĕрĕс пурнăçлани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çырав списокне хатĕрленĕ чухне вĕсен кăтартăвне тĕпе хурĕç. Çыравçăсем унпа çула тухĕç, çынсенчен ыйтса пĕлĕç. Ялхуçалăх предприятийĕсем вара хăйсемех кирлĕ хутсем тăратĕç. Сăмах май, перепиçре планшетпа, электронлă мелпе усă курни ĕçе-хĕле палăрмаллах лайăхлатĕ.

- Регистратор удостоверени кăна кăтартни çителĕклĕ-ши? Капла унăн ячĕпе витĕнсе ултавçăсем те çула тухмĕç-и? - кăсăкланатпăр эпир.

- Объектсем тăрăх çÿренĕ чухне регистраторăн çумра Патшалăх статистикин федераци службин вăхăтлăх удостоверенийĕ тата паспорт пулмалла. Çавăнпа граждансен хăйсем патне ултавпа вăрă-хурах çакланасран хăрамалли çук. Çынсем регистратора ăнланса йышăнасса, çĕр лаптăкĕн виçи, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк пирки тĕрĕссине пĕлтерессе шанатпăр, - пĕлтерчĕ Эмма Леонидовна.

- Пур лаптăка та шута илеççĕ-и?

- Хула тăрăхĕнчи хушма хуçалăхăн е уйрăм çын çурт-йĕрĕн çĕр лаптăкĕ 4 сотăйран пĕчĕк-реххисем тата усă курман участоксем çырав списокне лекеймеççĕ. Пирĕн тĕллев - регистратортан объектсем тăрăх çÿресе тĕрĕсленĕ список йышăнасси. Çырав валли хатĕрленĕ чухне вĕсем пуçтарнă информацие тĕпе хураççĕ.

- Хальхи вăхăтра вĕсен ĕçне мĕнле хаклатăр?

- Пĕтĕмĕшле илсен аван ĕçлеççĕ. Çав хушăрах ĕçрен кайни те пулчĕ. Шупашкарти Магницкий урамĕнче регистратор йытăран хăранипе каялла çаврăнса утнă. Текех ĕçлеме килĕшмерĕ вăл. Паллах, çынна хистесе ĕçлеттереймĕн, ирĕксĕрех урăххине шырамалла.

- Çырав çынсене мĕн парĕ-ши?

- Çĕршыври, республикăри акакан-сухалакан лаптăксене, усă куракан ялхуçалăх техникин хăватне, кредитпа усă курнине тата ыттине туллин уçса парĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çыннăн ĕçĕ-хĕлне, пурнăçне пур енлĕн çутатать. Çыравра пухнă информацие влаçра ларакансем патне çитерĕç. Кăтарту тăрăх ялхуçалăхне аталантармалли, çынсен пурнăç шайне лайăхлатмалли программăсем йышăнĕç, патшалăх енчен пулăшмалли майсене палăртĕç.

Лариса Никитина.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.