Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче «Чăваш пуçарăвĕ: наци-культура пĕрлĕхĕ - экономикăра килĕштерсе ĕçлессине аталантармалли меслет» ятпа I Пĕтĕм чăваш экономика форумĕ иртрĕ.
"Раççей регионĕсем - ăнăçлă аталану" VII экономика форумне республикăри чи лайăх ял хуçалăх ертÿçисене те чĕннĕ. Вĕсем виçĕм кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Çĕр ĕçне биологи тытăмне кĕртес опытпа малашлăхĕ" çавра сĕтеле хутшăнчĕç.
Федерацин потребительсен правине тата çын ырлăхне тивĕçтерессине сăнаса тăракан службин республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
Халăха эмелпе тивĕçтересси медицина пулăшăвĕн тĕп пайĕсенчен пĕри шутланать тата ăна кирлĕ чухлĕ уйăрнипе общество членĕсен сывлăх шайĕ, çавăнпа пĕрлех пурнăç тăсăмĕпе пахалăхĕ тÿрремĕнех çыхăннă.
Асăннă тытăм аталанăвĕн приоритетлă çул-йĕрне Раççей Предиденчĕн В.Путинăн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 598-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ Раççей Федерацийĕнче пурăнакансене 2025 çулчченхи тапхăрта эмелпе тивĕçтермелли Стратегире палăртнă.
Эрĕнпур хутлăхне - кăлканлă çеçен хир ытамне - шăпах вун пилĕк çул каялла çитсе килнĕччĕ. Ун чухне Абдулино районне кĕрекен Ялпай ялĕнче пĕрремĕш хут облаçре пурăнакан чăвашсен Акатуйĕ иртнĕччĕ.
Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн "Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттересси çинчен" Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе федерацин Атăлçи округĕн субъекчĕсен паха опытне палăртас тата ăна ыттисен хушшинче сарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ конф
Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялĕнчи Гавриловсем - тивĕçлĕ канура. Николай Васильевич «Гвардеец» колхозра, Роза Никоновна райпо тытăмĕнче нумай çул вăй хунă.