Утă утравĕнче çуралнă юрă
Хыркассинчи Матвей Соснов пурнăçне Атăлпа çыхăнтарнă. Çамрăк чухне ашшĕсемпе пĕрле сулă юхтарнă. Лăпкă шыв тăрăх Йăлăмра каснă хыр-чăрăша пысăк хуласене мĕн чухлĕ ăсатнă-ши? Вĕсен тĕлĕнчех Утă утравĕ пур. Пулă тытма, хăва вулли авма-явма аслашшĕпе ашшĕнчен вĕренсе юлнăскер, вăл çавăнталлах туртăннă. Хăваран маçтăрланă япалисене кам кăна туянман, ăçта-ăçта кăтартман пуль. Пысăк куравăн кĕмĕл медалĕ те пур. Юнашарти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем утрав курăнне çулса хатĕрлеме пăрахрĕç.