Утă утравĕнче çуралнă юрă

30 Çĕртме, 2014

Хыркассинчи Матвей Соснов пурнăçне Атăлпа çыхăнтарнă. Çамрăк чухне ашшĕсемпе пĕрле сулă юхтарнă. Лăпкă шыв тăрăх Йăлăмра каснă хыр-чăрăша пысăк хуласене мĕн чухлĕ ăсатнă-ши? Вĕсен тĕлĕнчех Утă утравĕ пур. Пулă тытма, хăва вулли авма-явма аслашшĕпе ашшĕнчен вĕренсе юлнăскер, вăл çавăнталлах туртăннă. Хăваран маçтăрланă япалисене кам кăна туянман, ăçта-ăçта кăтартман пуль. Пысăк куравăн кĕмĕл медалĕ те пур. Юнашарти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем утрав курăнне çулса хатĕрлеме пăрахрĕç. Матвей Соснов вара хурăнсемпе хăвасен хушшине шифер витнĕ лутака пÿрт, сарай, мунча лартрĕ те пурăнмалла тенĕ пекех унта куçрĕ. Яла кимĕпе кайкаласа килет.

Тĕплĕнрех ыранхи номерте.

Теги: 

Новости по теме