пайçăсем

28 Кăрлач, 2021

Пайçăсемпе тĕл пулĕç

Чăваш Енĕн Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви пайçăсемпе тăтăшах тĕлпулу йĕркелет.

Ыран, кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче, «Лидер» ятарлă застройщик тума пуçланă объектсене укçа хывнисемпе пухăнса калаçĕç. Тĕлпулу 14 сехетре Шупашкарти «Кувшинка» микрорайонта тата 15 сехет те 30 минутра «Гагарин» микрорайонсенче иртĕ. Унта «Кувшинкăри» 3, 3а, 4, 4а, 19-мĕш позицисене тата «Гагарин» микрорайонти 1 тата 2-мĕш позицисене туса пĕтерес ыйтăва тишкерĕç.

26 Çĕртме, 2014

Пайçăсем хăçан хваттерлĕ пулĕç?

Правительство çуртĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе нумай хваттерлĕ çуртсем тунă çĕре пая кĕнĕ, анчах застройщиксен тимсĕрлĕхĕпе шали-вали ĕçне, чеелĕхĕпе хапсăнулăхне пула инкек тÿсекенсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлеме йĕркеленĕ ушкăнăн ларăвĕ иртрĕ. Ларăва Шупашкар хула администраци пуçлăхĕн архитектура тата хула тăвас ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Анатолий Павлов, застройщиксем, пайçăсем хутшăнчĕç.

Тĕплĕнрех эрне кунхи номерте вуласа пĕлме пулать.