Комментари хушас

28 Кăрлач, 2021

Пайçăсемпе тĕл пулĕç

Чăваш Енĕн Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви пайçăсемпе тăтăшах тĕлпулу йĕркелет.

Ыран, кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче, «Лидер» ятарлă застройщик тума пуçланă объектсене укçа хывнисемпе пухăнса калаçĕç. Тĕлпулу 14 сехетре Шупашкарти «Кувшинка» микрорайонта тата 15 сехет те 30 минутра «Гагарин» микрорайонсенче иртĕ. Унта «Кувшинкăри» 3, 3а, 4, 4а, 19-мĕш позицисене тата «Гагарин» микрорайонти 1 тата 2-мĕш позицисене туса пĕтерес ыйтăва тишкерĕç.

Тĕл пулăва яланхиллех прокуратура ĕçченĕсем, Пайçăсен правине хÿтĕлекен фонд представителĕсем тата Шупашкар хулин администрацийĕн специалисчĕсем хутшăнĕç.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ хатĕрленĕ. ЧР Стройминĕн сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.