Депутатсем туртмаççĕ. Ыттисем вара?
27 Jun, 2014 | Сывлăх | Сывлăх

Ыттисем пирки татса калама хĕнрех. Анчах патшалăх службинчи, халăх тарçисем шутланакан çынсен хушшинче табак туртакансен шучĕ чакса пыни куç кĕрет. Çакăнта республика ертÿçисен тĕслĕхĕн витĕмĕ те пур-тăр: Михаил Игнатьев, Иван Моторин, Юрий Попов хăйсем туртмаççĕ те...

Çийĕнчен туртма пăрахмалли пирки ЧР Пуçлăхĕ аса илтерсех, шаккасах тăрать. Черетлĕ хут çак тема Министрсен Кабинечĕн иртнĕ ларăвĕнче çĕкленчĕ. Унта вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова халăх сывлăхĕ пирки хатĕрленĕ патшалăх доклачĕпе паллаштарчĕ. Сывлав органĕсен чирĕсемпе нушаланакансен вăтам шучĕ Чăваш Енре Раççейри кăтартусенчен пысăкрах иккен. Алла Владимировна иккĕленмест - çакна чи малтанах çынсем табакпа иртĕхни сăлтавлать: "Кĕрешетпĕр, анчах усси çукрах... "

Тĕплĕнрех ыранхи номерте.