Малалла талпăнакан çемье

19 Çĕртме, 2014

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт ялĕнчи Гавриловсем - тивĕçлĕ канура. Николай Васильевич «Гвардеец» колхозра, Роза Никоновна райпо тытăмĕнче нумай çул вăй хунă.

 

Пенсире тесе кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Картиш тулли выльăх! «Пурте пур, качака кăна çитмест, - терĕ кил хуçи. - Кăçал ăна та илесшĕн. Шупашкарти хĕресне ывăл Йĕпреç колхозĕнчен туянма сĕнчĕ. Тен, илĕпĕр».

Чыслă пурăнаççĕ. Çурт-йĕрĕ тирпейлĕ. Пÿрте кĕтĕмĕр те тĕлĕнтĕмĕр: куç тулли илем! Сĕтел-пуканĕ йăлтăр-ялтăр, чÿрече каррисем театрти пек, телевизорĕ икĕ метр сарлакăш, кавир, тĕрĕ-эреш... «Аван пурăнатăр. Пуян», - ырă сăмахпа хавхалантарас килчĕ ĕç ветеранĕсене. «Ĕçлесен пулать вăл, - сăмахларĕ хисеплĕ хуçа. - Ан ÿркен кăна. Вăл çук, ку çук тесе патшалăхран пулăшу кĕтсе лармалла мар. Пирĕн ялсем е килти хуçалăхра çирĕм ĕне таран усраса, е пахча çимĕç çитĕнтерсе, е республика тулашĕнче ĕçлесе пысăк тупăш тăваççĕ. Çур ял, вăл шутра Андрейпа Анатолий Каргин, Владимир Павлов, Геннадий Никитин севок, ытти пахча çимĕç çитĕнтерсе сутать».

 

Новости по теме