Аталану çул-йĕрне уçăмлатрĕç

Ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче "Раççей регионĕсем - ăнăçлă аталану" VII экономика форумĕ уçăлчĕ. Урăх çĕр-шывсен, Раççей регионĕсен делегацийĕсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем, организаци-предприяти ертÿçисем пленарлă ларăва сÿтÿ-яву мелĕпе йĕркелерĕç. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, хăнасене ăнăçлă ĕçлеме ырă сунса ăшшăн саламларĕ, çуллен иртекен усăллă форума пысăк хак пачĕ.