"Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм" кăларăм

19 Çĕртме, 2014

Чăваш Ен делегацийĕ çак кунсенче Самар облаçне тухса кайнă, унта вăл федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен "iВолга-2014" II форумне хутшăнать. Кăçал ку мероприятире республикăри 90 каччăпа хĕр хăйĕн проекчĕпе паллаштарĕ. Çĕртме уйăхĕн 18-28-мĕшĕсенче çак форум округăн пĕтĕм субъектĕнчи 2200 çамрăк валли презентаци лаптăкĕ пулса тăрĕ.

"iВолга" - федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен политикин сферинчи çулсеренех йĕркелекен чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри. Вăл Раççей Президенчĕн хушăвĕпе, пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн инноваци идейисене пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшас тĕллевпе иртет. Унта хутшăнакансем валли вĕренÿ, культурăпа аталану тата спорт программисем хатĕрленĕ. Çамрăксен форумĕнче вунă кунра вĕренÿ 8 смени ĕçлĕ: "Эсĕ - предприниматель", "Инновацисем тата техника пултарулăхĕ", "Информаци юхăмĕ", "Политика", "Ман хыççăн чуп", "АРТ Тăваткал", "Кĕçĕн Тăван çĕр-шыв - пысăк майсем", "Ырăлăх технологийĕ". Атăлçири çамрăксемпе курнăçмашкăн тата ăсталăх класĕсем ирттермешкĕн "iВолга-2014"-на паллă бизнесменсем, политологсем, журналистсем, патшалăх тата общество деятелĕсем килеççĕ.

Тĕплĕнрех - "Ентешсем - "iВолга-2014" форумра" статьяра. Ăна тата çамрăксен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă ытти материала "Хыпар" хаçатăн çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче тухакан номерĕнче вулăр.

Рубрика: 
Теги: