Пăсăлнă çимĕ çе сутмалла мар

20 Çĕртме, 2014

Федерацин потребительсен правине тата çын ырлăхне тивĕçтерессине сăнаса тăракан службин республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Роспотребнадзор Таможня пĕрлĕхĕн 16 техрегламентне, вăл шутра апат-çимĕç /сĕт, аш-какай, пылак шыв, тип çу, выльăх çăвĕ, тырă, апат-çимĕç хушкăчĕ, ятарласа хатĕрленĕ апат-çимĕçĕн хăш-пĕр тĕсĕ/ хăрушсăрлăхне тивĕçтерме май паракан 9 техрегламентне еплерех пăхăннине тĕрĕслесе тăрать. Çавăн пекех апат-çимĕçе маркировкăламалли йĕркене, апат-çимĕç шутланман продукцин /ал ачинчен пуçласа 17 çула çитичченхисем валли туса кăларакан тавар, тетте, парфюмери-косметика, çăмăл промышленноç продукцийĕ, тĕркемелли-чĕркемелли тата харпăр хăйне хÿтĕлемелли хатĕр, пĕчĕк вольтлă оборудовани/ хăрушсăрлăхне тивĕçтерме пулăшакан 7 техрегламентне мĕнлерех шута илнине тĕпчет. "Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтĕр апат-çимĕç пахалăхĕпе хăрушсăрлăхĕн кăтартăвĕ 2012 çулхинчен лайăхраххине палăртрĕ, - терĕ Надежда Феофановна. - Санитари-хими, физика-хими пахалăхĕ енĕпе тĕрĕслесе пăхма илнĕ тĕслĕхĕн - 1,7%, микробиологи тытăмĕ тĕлĕшпе 3,9% çеç гигиена калăпне ларман. Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче 1,3% тата 2,7% картран тухнă. Ку цифрăсем 2013 çулхи çав хушăринчен лайăхрах".

Юрий МИХАЙЛОВ

Рубрика: 

Новости по теме