Диаспорăсен те тупăш тумалла
Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче «Чăваш пуçарăвĕ: наци-культура пĕрлĕхĕ - экономикăра килĕштерсе ĕçлессине аталантармалли меслет» ятпа I Пĕтĕм чăваш экономика форумĕ иртрĕ.
Ăна «ТУС» АУО генеральнăй директорĕ, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов уçрĕ. «Чăваш Енпе регионсен экономика çыхăнăвне йĕркелесси - форумăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри, - терĕ. - Ăна пурнăçлассишĕн хăвăр пултарнине тума пурне те чĕнсе калатăп. Çыхăну çирĕпленсен ачасене чăвашла лайăхрах вĕрентĕпĕр, культурăна аталантарăпăр, диаспорăн укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене татса парăпăр». Конгреса кĕмĕл куçарса пулăшнăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ-экономика политикин, агропромышленноç комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Олег Мешков, Юрий Зорин, Эдуард Максимов, Александр Лукьянов меценатсене ЧНК наградисене пачĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе форум хăнисене Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин саламларĕ. Çыхăну çирĕпленессе шанса тăнине палăртрĕ. Министрсен Кабинечĕ хăйĕн суту-илÿпе экономика представительне Раççейĕн 7 регионĕнче çирĕплетнĕ.