Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ кăçал 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Мĕнле çитĕнÿсемпе, çĕнĕлĕхсемпе кĕтсе илет юбилее пултарулăх коллективĕ?
Тунтикунхи канашлура çавăн пекех республикăн энерги перекетлемелли программине мĕнле пурнăçланине тишерчĕç. Промышленноç министрĕ Александр Кондратьев пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр перекет 250 миллион тенкĕпе танлашнă — виçĕм çулхинчен самай пысăкрах.
Тунтикунхи канашлура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи пĕрремĕш кварталти кăтартăвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ.
Мăнкунра чиркÿсенчи кĕлĕсене республикăра пурăнакан 20 пине яхăн çын хутшăннă. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун йĕркеленĕ канашлура çакăн çинчен пĕлтернĕ май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕтĕмпех йĕркеллĕ, пăтăрмахсăр иртнине çирĕплетрĕ, куншăн яваплă тытăмсене тав турĕ.
Журналистсемпе уçă калаçу форматпа йĕркеленĕ тĕлпулура Сбербанкăн Атăл-Вятка банкĕн ертÿçи Петр Колтыпин Сберăн 2022 çулхи таса тупăшĕ 300 миллиард тенкĕпе танлашнине палăртрĕ.
Чăваш Енре ака уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр 4265 çынна шута илнĕ. Çакă тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансен шучĕпе пăхсан 0,72 процентпа танлашать.
Çулталăк пуçланнăранпа 7,2 пин çынна ĕçе вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра ĕçсĕррисен чи пысăк пособийĕ — 12792 тенкĕ, чи пĕчĕкки — 1500 тенкĕ. Çынна малтанхи виçĕ уйăхра ĕç укçин 75 процентне, анчах ятарлă виçерен пысăкрах мар, тÿлеççĕ. Кайран тÿлев пĕчĕкленет.
Раҫҫейре 2.0 инвестици стандартне ӗҫе кӗртнӗ май ҫӗршыври 44 команда, ҫав шутра Чӑваш Ен те, РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви хатӗрленӗ «Управление ӑсталӑхӗ: регионсен командисен аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн вӗренӗве хутшӑнать.
Министрсен Кабинечĕн юнкун республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Правительство çичĕ саккун проектне ырларĕ, ытти йышăнăва çирĕплетрĕ.
91 çулти Анна Замкова ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма укçа куçарнă.
Муркаш тăрăхĕнчи Çĕнĕ Матьăк ялĕнче çуралнăскер «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Кайран Шупашкарти 1-мĕш трест столовăйĕнче савăт-сапа çăваканран суту-илÿ пайĕн пуçлăхне çитнĕ. Анна Замковăна ача çуратма пÿрмен. Халĕ ăна тăванĕ, социаллă ĕçчен пăхаççĕ.
Хĕрлĕ Чутай районĕн тĕп вулавăшĕ нихăçан та вулакансăр тунсăхламасть. Кĕнеке тусĕсем, уйрăмах шкул ачисем, кунта кашни кунах çул такăрлатаççĕ. Хальхилле çĕнетнĕ библиотекăра кăсăкли чылаях-çке.