Комментари хушас

17 Ака, 2023

Продукци те, çурт-йĕр те нумайрах

Тунтикунхи канашлура республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăçалхи пĕрремĕш кварталти кăтартăвĕсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов паллаштарчĕ.

Вăл кăрлач-пуш уйăхĕсенче промышленноç производствин ÿсĕмĕ 11% яхăн пулнине çирĕплетрĕ. Отрасль иртнĕ çула пĕр утăм каялла чакса вĕçленине асра тытсан çак хыпар кăмăла пушшех çĕклеме тивĕç. Электротехника, машиностроени, компьютерсемпе электроника отраслĕсем уйрăмах ÿсĕмлĕ ĕçленĕ. Дмитрий Иванович шухăшĕпе, экономика аталанăвĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ предприятисем хăйсен ĕçне çĕнĕ çулсемпе аталантарни лайăх, вĕсем импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлени савăнтарать. Промышленноç организацийĕсем тиесе ăсатнă продукцин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 81 миллиард тенкĕпе танлашнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 20% нумайрах.

Ял хуçалăх производстви те хушăннă. Чăн та, аш-какай, çăмарта туса илесси чакнă. Строительсем вара кăçал та ăнăçлă ĕçлеççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси 45% чухлех ÿснĕ — виçĕ уйăхра 313 пин тăваткал метр хута янă. Канаш хулин кăтартăвĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 18 хут /!/ пысăкланнă. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр хулисенче нумай хваттер хута янă. Ку енĕпе çавăн пекех Çĕрпÿсен, Пăрачкав, Елчĕк, Патăрьел, Муркаш, Комсомольски округĕсен кăтартăвĕсем лайăх. Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Шăмăршă, Тăвай округĕсенче вара тăваткал метрсен шучĕ республикăри вăтам кăтартуран самай пĕчĕкрех.

Экспорт пĕчĕкленни пăшăрхантарать. Чăн та, министр ку енĕпе те ырă туртăмсем пуррине палăртрĕ. Калăпăр, пĕлтĕр экспорт калăпăшĕ 25% чухлех анса ларнă. Кăçалхи виçĕ уйăхра та чакнă, анчах унашкал пысăк хăвăртлăхпа мар — 8% чухлĕ. Чăваш Ен хăйĕн таварĕсен юхăмне çĕнĕлле йĕркелес енĕпе çине тăрса ĕçлет. Çакă çывăх вăхăтра ырă улшăнусене вăй парас шанăç пур. Сăмах май, паян пирĕн экспортăн тăватă пайĕнчен виççĕшĕ НППП çĕршывĕсене каять.

Ĕçсĕрлĕх 0,8% таран чакнă — юлашки çулсенчи рекорд шайĕнче. Ĕç укçи виçĕ уйăхра 20% хушăннă, унăн уйăхри номиналлă вăтам виçи 43,3 пин тенке çитнĕ. Чи пысăк шалу информаци тата çыхăну, IT сферинче — 59 пин тенкĕ урлă каçнă. Ĕç укçине географи енĕпе хаклас тăк — унăн вăтам виçи мĕн пур ял-хулара пысăкланнă, Йĕпреç тата Çĕмĕрле округĕсенче кăна темшĕн иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пĕчĕкленнĕ. Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев пĕрремĕш квартал, тĕпрен илсен, ăнăçлă пулнине çирĕплетрĕ, ырă çак туртăма вăйлатас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелли çинчен каларĕ.