Çамрăксен театрĕнче ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш халăх артисчĕн Александр Степановăн /Пăртта/ юбилей каçĕ иртет.
Вăл ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн республикăри Пукане театрĕнче ĕçленĕ. 1990 çултанпа Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче вăй хурать.. Çакăнти ĕç «Шупашкарти савни» спектакльти /Николай Сидоров/ тĕп роле калăпланинчен пуçланнă. Унтанпа 100 ытла сăнарпа сцена çине тухнă вăл.
Паян Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин коллегийĕ анлă ларăва пухăнчĕ. Ку тытăмра вăй хуракансем пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе кăçал пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022 çулта тухтăрсем тăрăшнипе çын вилес кăтартăва 22,9 процент чухлĕ чакарма, ку кăтартăва пандемичченхи шая çитерме май килнине каларĕ. Çапла вăтам пурнăç тăршшĕ 2,5 çул таран ӳснĕ, 72,5 çулпа танлашнă.
Ун пирки Çтерлĕ хулинче иртнĕ чăваш общественноçĕн конференцийĕнче калаçнă. Унта Мелеузпа Пелепей, Салаватпа Ĕпхÿ хулисенчен, Авăркаспа Федоровка районĕсенчен килнисем те хутшăннă.
Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн пĕтĕмлетĕвне пăхас тăк — ĕç укçипе çыхăннă парăм республикăра çукпа пĕрех. Пĕтĕмпе те 545 пин тенкĕ — пĕр предприятин 13 çын умĕнче çавăн пек парăм капланнă. Анчах чăннипе ĕç-пуç чылай çивĕчрех. Çакă Ведомствăсен ĕç укçине вăхăтра тата туллин тӳлес, официаллă мар майпа ĕçлессин тӳпине чакарас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе ытларикун иртнĕ ларăвĕнче куçкĕрет палăрчĕ.
Тунтикунхи канашлура ачасен çуллахи канăвне йĕркелес ыйтăва сӳтсе яврĕç. Вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александра Бочкарева пĕлтернĕ тăрăх, çуллахи каникул тапхăрĕнче 43,2 пин ача тĕрлĕ майпа канĕ, сывлăхне çирĕплетĕ. Вĕсене хула тулашĕнчи 16, шкулсен çумĕнче йĕркелекен лагерьсем йышăнĕç. 1-мĕш смена çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчех уçăлмалла. Ашшĕ-амăшĕнчен ачисене лагерьсене яма ыйтса çырнă заявкăсене йышăнма пуçланă та ĕнтĕ.
Пĕлтĕр техника уя пуçласа ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче тухнă, кăçал вара — пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчех. Чи малтан Улатăрсем калчасене апатлантарма пуçланă. Унтан — Пăрачкавсемпе Шăмăршăсем. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхне Олег Николаева ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ.