Пĕлтĕрхи йăнăша тума юрамасть
Тунтикунхи канашлура ачасен çуллахи канăвне йĕркелес ыйтăва сӳтсе яврĕç. Вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александра Бочкарева пĕлтернĕ тăрăх, çуллахи каникул тапхăрĕнче 43,2 пин ача тĕрлĕ майпа канĕ, сывлăхне çирĕплетĕ. Вĕсене хула тулашĕнчи 16, шкулсен çумĕнче йĕркелекен лагерьсем йышăнĕç. 1-мĕш смена çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчех уçăлмалла. Ашшĕ-амăшĕнчен ачисене лагерьсене яма ыйтса çырнă заявкăсене йышăнма пуçланă та ĕнтĕ. Хула тулашĕнчи лагерьте 21 кун канмалли путевка хакĕ 18887 тенкĕпе танлашĕ. Александра Сергеевна уйрăммăн палăртрĕ: ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсен ачисем валли çăмăллăх пулĕ.
Олег Николаев ачасен канăвне йĕркеленĕ май пĕлтĕрхи йăнăша тума юраманни çинчен асăрхаттарчĕ. Иртнĕ çулхи пăтăрмах самай калаçтарнăччĕ — перекетпе сăлтавласа тренерсене каникул вăхăтĕнче ĕçрен хăтарнăччĕ. Олег Алексеевич ачасем валли çуллахи тапхăрта та спорт мероприятийĕсем йĕркелемелли, спорт сооруженийĕсемпе туллин усă курмалли çинчен каларĕ, эппин, тренерсен те çине тăрсах ĕçлемелле.
Канашлура тишкернĕ тепĕр тема — аслă вĕренӳ заведенийĕсен çамрăксене вĕренме йышăнмалли кăтартăвĕсене «тӳрлетесси». Сăмах бюджет вырăнĕсене йышăнмалли цифрăсем пирки пырать. Калаçăва вузсен ректорĕсем те хутшăнчĕç — хăйсен ыйтăвне сăлтавларĕç. ЧПУ ректорĕ Андрей Александров техника специальноçĕсемпе вĕренме йышăнмашкăн çăмрăксен йышĕ суйламалăх çуккине пăшăрханса палăртрĕ. Аграри университечĕн те ял хуçалăхĕн уйрăм отрасльне аталантарассипе çыхăннă çĕнĕлĕх пур — улшăну унпа сăлтавланнă. Педуниверситет ректорĕ Владимир Иванов вара вăл ертсе пыракан вуз куçару ĕçне аталантарма тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. Китайран тата Шри-Ланкаран Раççее вĕренме килекен студентсене вырăсла вĕрентессинче пысăк шанăç кураççĕ. Китай палланă çĕршыв-ха, Шри-Ланка вара? Владимир Николаевич палăртнă тăрăх, лаптăкĕпе Чăваш Енрен виçĕ хут кăна пысăкрах пулин те халăх йышĕпе çак çĕршыв пирĕн республикăран 18 хут ирттерет — ĕçлемелĕх пур.
Ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май ЧР Пуçлăхĕ республикăри кадрсен выçлăхне сирес тĕлĕшпе пĕтĕмпех тумаллине палăртрĕ. Çавна май, Олег Николаев шучĕпе, бюджет вырăнĕсемпе чи малтан çак тĕллевпе усă курмалла. Студентсене уйрăм отрасльсем, предприятисем валли тĕллевлĕн хатĕрлес енĕпе тимлĕх кирлĕ. Вĕсене вĕреннĕ вăхăтра ĕçлеме майсем туса пани те кадрсен çителĕксĕрлĕхĕпе çыхăннă çивĕчлĕхе сирме пулăшмалла.
Канашлу Пĕтĕм тĕнчери балет фестивальне хатĕрленсе ирттерес ыйтупа вĕçленчĕ. Культура министрĕ Светлана Каликова йăлана кĕнĕ фестиваль программипе паллаштарчĕ. Балетăн шучĕпе 27-мĕш çак уявĕ пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче «Нарспи историйĕ» балетпа, ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе усă курса лартнăскерпе, уçăлĕ. Фестивале çĕршыври, чикĕ леш енчи сумлă артистсем, коллективсем хутшăнĕç: Пушкăрт патшалăх театрĕ, Санкт-Петербургри Якобсон ячĕллĕ балет театрĕ, Кăркăс наци оперăпа балет театрĕ, Пермьри патшалăх хореографи училищи... Программăра çавăн пекех — Раççей балет çăлтăрĕсен «Петипа-гала» концерчĕ. Фестиваль ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленĕ.
Комментари хушас