Комментари хушас

30 Пуш, 2023

Хăмлаçăсене вĕрентеççĕ

Чăваш патшалăх аграри университетĕнче хăмла çитĕнтерес енĕпе вĕренÿ пуçланнă.

Ятарлă курссенче Чăваш Енре пурăнакансем, Мускавран, Санкт-Петербургран, Смоленск облаçĕнчен, Алтай тăрăхĕнчен килнисем пĕлÿ илеççĕ. Хальхи вăхăтра ку ÿсен-тăранпа ĕçлекенсен вăрă тата техника ыйтăвĕсене татса памалла. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хăмла çитĕнтерекенсене регион шайĕнче пулăшнине палăртнă. Вăл каланă тăрăх, аграри университетĕнче ятарлă лаборатори хута кайĕ, регионра хăмла типĕтмелли комбайн проектне хатĕрленĕ. Педагогсем тĕрлĕ регионта тĕпленнисене уйрăм сортсем суйлама вĕрентеççĕ, хуçалăхсенчи хăмла туса илмелли машинăна кăтартаççĕ, сăра вĕретмелли технологисемпе паллаштараççĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: