Комментари хушас

17 Ака, 2023

Пушар çине пушар

Мăнкунра чиркÿсенчи кĕлĕсене республикăра пурăнакан 20 пине яхăн çын хутшăннă. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун йĕркеленĕ канашлура çакăн çинчен пĕлтернĕ май республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕтĕмпех йĕркеллĕ, пăтăрмахсăр иртнине çирĕплетрĕ, куншăн яваплă тытăмсене тав турĕ.

Анчах кану кунĕсем, шел, кăмăлсăррипе те палăрса юлаççĕ. Сыхлăх пирки юлашки вăхăтра çине-çинех асăрхаттарса тăнă пулин те чылай пушар пулнă. Çав шутра 7 пушар пĕлтĕрхи кивĕ курăка çунтарнипе сăлтавланнă. Вăрманта та пĕр пушар пулнă.

ГКЧС ертÿçи Сергей Павлов каланă тăрăх, шăматкун Шупашкар лесничествин вăрманĕнче типĕ курăк-çулçă тивсе кайнăшăн унта каннă çынсем айăплă-тăр — ĕç-пуçа тĕпчеççĕ. Телее, вут-çулăма сарăлма, йывăçсем çине сиксе ÿкме паман. Вăл курăк çунтарнипе çыхăннă тĕслĕхсем темиçе муниципалитетра тăруках нумайланни çинчен каларĕ. Çакă кăтартуллă: ăçта типĕ курăка çунтарнăшăн административлă майпа явап тыттарасси çинчен калакан протоколсем çырман — çавăнта инкек нумайрах. Çавăнпа хăшĕсен ертÿлĕхне те итлерĕç. Улатăр округĕн пуçлăхĕ Нина Шпилевая сыхлăх çине алă сулманнине палăртрĕ. Нумай çын хăйсен çĕрĕпе усă курманни пăшăрхантарать, вĕсене çум курăк хупланă — çакă вара хăрушлăх кÿрет. Ку округра типĕ курăка çунтарнăшăн икĕ протокол çырнă. Олег Николаев ГКЧС статистики урăхларах пулнине палăртрĕ — Улатăрсен пĕр протоколне те шута илмен... Нина Ивановна уçăмлатрĕ: иртнĕ эрнекун кăна çырнă та — ГКЧСа евитлесе ĕлкĕреймен пулинех.

Регион ертÿçи кашни пушар сăлтавĕсене тĕплĕн тишкермелли çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Усă курман çĕрсем пирки калас тăк — ял хуçалăх тĕллевĕллĕ, хуçисем чылайранпа акмансухаламан лаптăксене муниципалитет харпăрлăхне туртса илмелли ансатлатнă йĕркепе усă курни вырăнлă. Олег Алексеевич ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова ку енĕпе муниципалитетсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлессине хастарлатма сĕнчĕ. Çийĕнчен пушарсенчен сыхланас ыйтăва юнкун йĕркелеме палăртнă информаци кунĕнче те тишкерме сĕнчĕ. Унăн кун йĕркине Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнипе, халăхран сутăн илекен сĕт хакĕ пĕчĕккипе çыхăннă ыйтусене кĕртнĕ, пĕрлех хăшпĕр округра халăхпа вут-çулăм хăрушлăхĕ пирки калаçни пĕртте ытлашши пулмĕ.

Николай КОНОВАЛОВ