Комментари хушас

17 Ака, 2023

Чӑваш Ен Иваново облаҫӗн делегацине йышӑнчӗ

Раҫҫейре 2.0 инвестици стандартне ӗҫе кӗртнӗ май ҫӗршыври 44 команда, ҫав шутра Чӑваш Ен те, РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви хатӗрленӗ «Управление ӑсталӑхӗ: регионсен командисен аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн вӗренӗве хутшӑнать.

Ӗҫтешлӗх хутшӑнӑвӗсен шайӗнче  командӑсем тӗрлӗ региона ҫӳреҫҫӗ. Паян Чӑваш Ен Иваново облаҫӗн делегацине йышӑнчӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ – экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов Правительство ҫуртӗнче ирттернӗ ларура икӗ регион представителӗсем инвесторсемпе ӗҫлес тӗлӗшпе пухнӑ паха опыта сӳтсе яврӗҫ, малашнехи ӗҫтешлӗх тӗллевӗсене палӑртрӗҫ.

 

Рубрика: