Хĕрлĕ Чутай поэчĕсем – ачасемпе тĕлпулура

12 Ака, 2023

Хĕрлĕ Чутай районĕн тĕп вулавăшĕ нихăçан та вулакансăр тунсăхламасть. Кĕнеке тусĕсем, уйрăмах шкул ачисем, кунта кашни кунах çул такăрлатаççĕ. Хальхилле çĕнетнĕ библиотекăра кăсăкли чылаях-çке.

Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче те вулавăша Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 5-мĕш тата 9-мĕш класс ачисем икĕ пысăк ушкăнпа килчĕç. Ара, çав кун Лариса Петрова тата Светлана Яруткина сăвăçсемпе тĕлпулу иртрĕ-çке. Сăмах май, Лариса Петрова «Хыпар» Издательство çурчĕн хыпарсен службин редакторĕнче ĕçлет. Светлана Яруткина вара –  тивĕçлĕ канура.

Мероприятие «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки-2022» республика конкурсĕ шайĕнче йĕркеленĕ. Лариса Петровăн «Мĕн çинчен авăтать-ши куккук?» пĕрремĕш кĕнеки 2022 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă. Пĕлтĕрех Светлана Яруткинăн «Сар хĕвел шевлиллĕ тăван енĕм» кĕнеки те кун çути курнă.

Тĕлпулура сăвăçсем хăйсен пултарулăх çулĕпе паллаштарчĕç, сăввисене вуларĕç, ачасене поэзи тĕнчине илсе кĕртме тăрăшнă май сăвă çырмалли вăйăсем ирттерчĕç.

Паллах, сăвăпа кĕвĕ пĕр-пĕринчен аякра тăмаççĕ. Унсăрăн юрăсем епле çуралĕç-ха? Лариса Петровăн та, Светлана Яруткинăн та сăввисемпе юрăсем кĕвĕленĕ. Светлана Вячеславовна нумай çул шкулта музыка учителĕнче ĕçленĕрен ачасене тĕрлĕ музыка инструменчĕпе каласа та тĕлĕнтерчĕ, вĕсене юрлаттарчĕ те.

- Ачасем, сирĕн сăвă çырас туртăм пулсан пултарулăха аталантарăр, хăвăрăн хайлавсене республикăри «Тантăш» хаçата ярса парăр. Çапла пĕчĕккĕн ÿссе, тен, кĕнеке кăларасси патне те çитетĕр, - терĕ Лариса Петрова ачасене тĕлпулу вĕçĕнче.

Поэтсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Вера Ивановăпа Марина Васильевăна тата 9-мĕш класра вĕренекен Анастасия Чумаковăна  хăйсен кĕнекисене парнелерĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас