Хĕрлĕ Чутай районĕн тĕп вулавăшĕ нихăçан та вулакансăр тунсăхламасть. Кĕнеке тусĕсем, уйрăмах шкул ачисем, кунта кашни кунах çул такăрлатаççĕ. Хальхилле çĕнетнĕ библиотекăра кăсăкли чылаях-çке.
Михаил Мерченĕн литературăри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай калама кирлĕ мар — пĕтĕмпех куç умĕнче. Кашни кĕнекине алла тытсан хальхи пурнăçăн чăн-чăн таппине куратăн.