Çамрăксен театрĕ куракана çĕнĕлĕхпе савăнтарать

18 Ака, 2023

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ кăçал 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Мĕнле çитĕнÿсемпе, çĕнĕлĕхсемпе кĕтсе илет юбилее пултарулăх коллективĕ?

Кун çинчен театрăн директорĕ Елена Николаева, унăн заместителĕ Наталья Ахмед, тĕп режиссер Байрас Ибрагимов, Дмитрий Михайлов режисер каласа кăтартрĕç. Театр куракансене çуллен çĕнĕлĕхсемпе савăнтарма тăрăшать.

Акă çу уйăхĕнче сцена çине "Евгений Онегин" моноспектакль кăларĕç, "Çеçпĕл fest" фестиваль çĕнĕлĕхсемпе тыткăнлĕ, ачасем валли чăваш юмахĕсем тăрăх спектакль хатĕрлĕç. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче театрăн юбилей каçĕ иртĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас