Вăтам 8 градусчен...
Тунтикунхи канашлура çавăн пекех республикăн энерги перекетлемелли программине мĕнле пурнăçланине тишерчĕç. Промышленноç министрĕ Александр Кондратьев пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр перекет 250 миллион тенкĕпе танлашнă — виçĕм çулхинчен самай пысăкрах.
Топливăпа энергетика комплексĕнче ку виçе уйрăмах курăмлă. Тата ăнăçлăрах ĕçлемешкĕн муниципалитетсен энерги перекетлемелли программисене хатĕрленĕ. Çĕмĕрле хулин кăна унашкал документ çук. Анчах унта та çу уйăхĕнче хатĕрлесе çитерме шантараççĕ-мĕн. Малалли утăм вара — муниципалитетсен предприятийĕсемпе учрежденийĕсен программисене хатĕрлесси, ку ĕçе те тăсса яма юрамасть. Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленсе пырать те — ку ыйтупа строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов сăмах илчĕ.
Çурт-йĕре авăн уйăхĕн варринчен ăшă пама пуçланă. Хуласене ăшăпа тивĕçтерес тĕлĕшпе хĕл каçа 167 авари пулнă, анчах çурт-йĕре вăрахлăха ăшăсăр хăварман — аварисене вăхăтра сирнĕ. Çанталăк ăшăтрĕ пулин те пĕр муниципалитет та çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра вĕçлеменха. Унашкал йышăнăва сывлăшăн пилĕк талăкри вăтам температури 8 градусран кая мар пулсан тăвĕç. Эппин, вăрах кĕтме тивмĕ.
Усă курнă ресурссемшĕн тÿлемелли парăмсен виçи çулталăк каяллахинчен 9% пĕчĕкленнĕ, анчах газшăн, ăшă энергийĕшĕн, электричествăшăн тÿлесе татман виçе çав-çавах пысăк-ха — 2058 миллион тенкĕ. Ку, паллах, потребительсене ресурссемпе тивĕçтерессин шанчăклăхне ырă витĕм кÿмест.
Хайхи шанчăклăх ыйтăвне Олег Николаев та çĕклерĕ. Чăн та, газ е энерги объекчĕсем тĕлĕшпе мар, шывпа тивĕçтерекен башня пирки сăмах пуçарчĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Шулю ялĕнче шыв башни тÿннĕ — сăлтавĕпе кăсăкланчĕ. Ку çакнашкал пирвайхи пăтăрмах пулманнине кура Олег Алексеевич Строительство министерствин шыв башнисем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалли пирки асăрхаттарчĕ.
Комментари хушас