Новости по теме
Патшалăх пулăшăвĕпе пурте усă курччăр
Республикăри çур аки кăтартăвĕсемпе паллаштарасси, шкул ачисене хушма пĕлÿ парасси, Раççей кунне ирттересси, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ чĕннипе Донецк халăх республикинчен килнĕ çамрăк спортсменсен хатĕрленĕвне епле йĕркелени — çак ыйтусене ĕнер ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пăхса тухрĕç.
Уяв савăнăçлă иртрĕ
Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа паян Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче уяв иртрĕ.
Шăпăрлансене саламламашкăн ЧР ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова килсе çитрĕ. Алена Геннадьевна ачасене каникул пуҫланнӑ ятпа саламланӑ май ӑна усӑллӑ ирттерме сунчӗ.
Ачасене "Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем" фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн председателӗ Елена Зайцева та ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕ.
Чăвашсен пурнăçне сăнларĕç
Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте сенкер экранпа кăтартман фильмсемпе паллашма май килчĕ. Конкурс программи çав тери анлă пулнине хăнăхнă ĕнтĕ. Унсăр пуçне кинофестиваль хамăр тăрăхра ÿкернĕ ĕçсене кăтартнипе те асра юлчĕ.
«Безопасное детство» форума пухăннă
Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашкарти 65-мĕш шкулта «Безопасное детство» форум иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, çавăн пекех ЧР Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров, ЧР ачасен прависене хӳтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, ЧР Общество палатин председателĕ Ванифатий Шайкин хутшăнчĕç.
Фондăн тĕп çулĕ — тĕрĕслĕх, тимлĕх, хисеп
Ачасен канăвне кăсăклă йĕркелемелле
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ачасен çуллахи канăвне йĕркелессипе, çул çитменнисен пурнăçне сыхлассипе, Çимĕк уявне ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Иран, Бангладеш, Норвеги фильмĕсем – Шупашкарта
Паян Чӑвашпотребсоюзӑн ача-пӑча канупа сывлӑха ҫирӗплетмелли "Салют" лагерӗнче Ҫамрӑксен форумӗ уҫӑлчӗ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Правительство çуртĕнче Шупашкар агломерацийĕн мастер-планне хатĕрлекенсемпе тĕл пулчĕ
ДОМ.РФ фондăн архитекторĕсемпе дизайнерĕсен ушкăнĕ Шупашкарта — иккĕмĕш кун. Вĕсем тĕп хулапа паллашаççĕ, малашнехи ĕç тĕллевĕсене палăртаççĕ.