Комментари хушас

6 Çĕртме, 2023

Патшалăх пулăшăвĕпе пурте усă курччăр

Республикăри çур аки кăтартăвĕсемпе паллаштарасси, шкул ачисене хушма пĕлÿ парасси, Раççей кунне ирттересси, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ чĕннипе Донецк халăх республикинчен килнĕ çамрăк спортсменсен хатĕрленĕвне епле йĕркелени — çак ыйтусене ĕнер ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура пăхса тухрĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çуркунне ир килнĕрен тата çанталăк ăшă тăнăран çур акине, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, иртерех тухнă. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче пурте тенĕ пекех акма тытăннă. Ака кал-кал иртнĕ. Çакă хуçалăхсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем патшалăх пулăшăвĕсемпе анлăн усă курнипе, техникăна çĕнетсе пынипе, тĕрлĕ удобрени çителĕклĕ хатĕрленипе çыхăннă. «Юлашки виçĕ çулта хуçалăхсем 2300 техника туяннă. Çав шутра — 698 трактор. Республикăра 5 пин гектар çĕр улми лартнă, 940 гектар сахăр кăшманĕ акнă /пĕлтĕрхинчен кăшт ытларах/, 120 гектар /иртнĕ çулхинчен 42 гектар ытларах/ хăмла çакнă. Паянхи кун Чăваш Енре 6 хуçалăх тата Аграри университечĕ «симĕс ылтăн» ÿстерес енĕпе ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра патшалăх аграрисене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать. Çав шутра — удобрени туянас енĕпе те. Анчах хăш-пĕр округри хуçалăхсен ертÿçисем вĕсемпе туллин усă курмаççĕ. Элĕк, Куславкка, Красноармейски, Пăрачкав округĕсем ку енĕпе юлса пыраççĕ», — терĕ Сергей Геннадьевич. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хуçалăхсем патшалăх пулăшăвĕсемпе епле усă курнине тĕплĕн сăнаса пыма ыйтрĕ. Ятарлă пулăшупа усă куракансен тата çав пулăшăва илменнисен кĕркунне тухăçĕ епле пулнине танлаштарса тишкерме сĕнчĕ. «Муниципалитетсенче тăтăшах пулатăп. Иртнĕ канмалли кунсенче виçĕ округа çитме тÿр килчĕ. Çынсем тĕрлĕ ыйту параççĕ. Шел те, мĕнле çăмăллăхсемпе пулăшусем пуррине пурте пĕлмеççĕ. Çак енпе вырăнта ытларах ĕçлемелле. Патшалăх пулăшăвĕсемпе усă куракансем юлашки çулсенче кăтартăвĕсем лайăхланса пынипе палăраççĕ», — терĕ Олег Алексеевич.

ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров ачасене техника енĕпе хушма пĕлÿ парас ыйтăва уçăмлатрĕ. Вăл каланă тăрăх, паян вĕренÿ учрежденийĕсене ачасене лайăх пĕлÿ парас, аталанма пулăшас тĕллевпе лайăх условисем туса параççĕ. Пултаруллă ачасен центрĕнче талантлисем хăйсен ăсталăхне ÿстереççĕ. Пĕлÿ заведенийĕсенче технопарксемпе кванториумсем уçăлаççĕ. Республикăри шкулсенче 207 «Ÿсĕм вырăнĕ» ĕçлет. Виçĕм çул шкул ачисен — 80, пĕлтĕр — 81,7, кăçал 82 проценчĕ хушма пĕлÿ илнĕ. Вĕсен йышне тата ÿстерме палăртаççĕ. Çак тĕллевпе шкулсенче техника кружокĕсем йĕркелесшĕн. Шăпăрлансене техника енчен пултарулăха аталантармашкăн кванториумсене ытларах çÿретмелле. Çитес вĕренÿ çулĕнче тепĕр 15 шкулта «Ÿсĕм вырăнĕ» центр уçма планлаççĕ. Çак йĕркепе ĕçленин витĕмĕ пурах. «Пĕлтĕр шкул пĕтерекенсен 12 проценчĕ физикăпа ППЭ тытнă. Информатикăна ачасен 19 проценчĕ суйласа илнĕ. Çакă, 2022 çулхипе танлаштарсан, 5 процент ытларах. Олег Николаев ку енпе малашне те ĕçлемеллине палăртрĕ. Паянхи кун Чăваш Енри шкулсен 50 проценчĕн «Ÿсĕм вырăнĕ» пур. Малашне вĕсен йышĕ тата ытларах пулĕ. Паллах, кадрсем хатĕрлес, вĕрентекенсен пĕлĕвне ÿстерес енĕпе те вăй хумалла.

ЧР культура министрĕ Светлана Каликова 16-мĕш кинофестиваль епле иртни çинче чарăнса тăчĕ. Вăл Шупашкарта çу уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 1-мĕшĕччен иртрĕ. Светлана Анатольевна пĕлтернĕ тăрăх, унта хутшăнакансем валли виçĕ конкурс программи йĕркеленĕ. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елена Еделеевăн «Мальчик из Шоршел» фильмне кăтартнă. Сăмах май, вăл жюрин ятарлă дипломне тивĕçнĕ. Кинофестиваль вăхăтĕнче 6000 яхăн çын кино кайса курнă. Вĕсем 53 фильм пăхнă. Пĕтĕмпе 102 сеанс пулнă. Шупашкарти виçĕ кинотеатрта çынсем çĕнĕ фильмсем пăхса савăннă. Çав вăхăтрах 11 округри культура учрежденийĕсенче те кино курма май пулнă. Ку енĕпе Çĕнĕ Шупашкарсем, Вăрнарсемпе Сĕнтĕрвăррисем лайăх ĕçленĕ. Кинофестивале 50 ытла режиссер хутшăннă. Массăллă информаци хатĕрĕсенче кинофестиваль пирки 50 ытла публикаци пичетленнĕ. Социаллă сетьсенче çырсах тăнă.

Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин палăртнă тăрăх, çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ — Раççейре пурăнакан пур халăхшăн та уяв. Ăна халалласа Шупашкарта кăна 200 ытла мероприяти ирттерме тĕв тунă. Садиксемпе лагерьсенче сăн ÿкерчĕксен куравĕсем, концертсем пулĕç. Паян, Александр Пушкин поэт çуралнă кун, библиотекăсенче «Вырăс сăмахĕн вăйĕ» мероприяти иртет. Çĕртме уйăхĕн 10-12-мĕшĕсенче хулан авалхи вырăнĕсенче экскурсире тÿлевсĕрех пулса курма май килĕ. «Салют» культура керменĕ патĕнче çамрăксен концерчĕ иртĕ. Çавăн пекех Хĕрлĕ тÿремре те пысăк концерт йĕркелеме йышăннă. Унтах, йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕршывăн çамрăк гражданĕсене савăнăçлă лару-тăрура паспорт парĕç. Çĕнĕ Шупашкарсем те айккинче юлмĕç. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Пулатов пĕлтернĕ тăрăх, лагерьсемпе садиксенче викторинăсем йĕркелĕç. Вулавăшсенче çĕршыв историйĕпе, палăксемпе çыхăннă мероприятисем пулĕç. Химиксен хулинчи ÿнер музейĕнче çамрăк художниксен куравне уçĕç. «Химик» культура керменĕ умĕнчи «Раççей — манăн чĕре» концерт вара хула çыннисене уяв кăмăлĕ парнелĕ.

Чăваш Енре çу уйăхĕн 15-30-мĕшĕсенче Донецк халăх республикинчен килнĕ çамрăк спортсменсем ăмăртусене хатĕрленнĕ. ЧР спорт министрĕ Василий Петров пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн патра 44 спортсмен, 4 тренер пулнă. Вĕсем В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă. Çамрăксем ирĕклĕ кĕрешÿ, самбо ăмăртăвĕсене хутшăнма хатĕрленнисĕр пуçне хулара экскурсисенче те пулнă. Пăр керменте конькипе ярăннă, лаша спорчĕн шкулĕпе паллашнă. Спортсменсем çавăн пекех Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕпе тĕл пулнă. Тренерсем те, спортсменсем те Чăваш Енре хăйсене килĕшнине пытарман. Лайăх йышăннăшăн республика ертÿлĕхне тав тунă. Сăмах май, çитес çул спортсменсен çакăн пек хатĕрленĕвне тата икĕ хутчен йĕркелеме палăртнă.